Пĕр кун хушшинче Чăваш Енре пурăнакан 34 пин çынна çутçанталăка пула, юрăхсăра тухнă электричествăна йĕркене кĕртсе панă

 Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ паланеркăна ирттернĕ. Видеоконференцие республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă. Кун йĕркинчи çивĕч ыйтусенчен пĕри – çутçанталăкпа çыхăннă кăлтăксене пĕтерме, ялсем тăрăхĕсенче çутăпа тивĕçтересси пулнă. Электричествăна йĕркелесе çитернин ĕçне сӳтсе явассине те кĕртнĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе пур мерăна та йышăннине асăннă. Пурĕ вĕсен 121 юсав бригади ĕçленĕ, «МРСК Волга» 137 техника тăратнă. Вĕсемпе кунне-çĕрне пĕлмесĕрех вăй хураççĕ. Коммуналлă хуçалăхра тата стройкăсенче ĕçлемелли автовышкăсем, тракторсем, самосвалсем ĕçе кӳлĕннĕ. Урамсенче ӳксе пĕтнĕ йывăçсене тасатассипе мĕн-пур халăх хăйĕн ирĕкĕпе тирпейлеме тухнă. Калăпăр, Шупашкар районĕнче кану кунĕсенче 500 çын ытла вăй хунă. Обществăлла апатлантару предприятийĕсем аварийе сирсе яма хутшăннисене пурне те вĕри апатпа тивĕçтернĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене йĕркене кĕртнĕ. Чăваш Республикинчи ялсенче çутăпа тивĕçтерес ĕç малалла та пырать. Çак куну кунĕсенче республикăри 34 пин çынна çутăпа тивĕçтернĕ. Чăваш Енре пиллĕк муниципалитетра ĕçе вĕçне-хĕрне илсе çитернĕ, пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Вĕсем патĕнче пулнă техникăсене республикăри ытти йывăр çĕртре кăлтăксене пĕтерме тăратнă. Республикăра 44 шкулпа 18 ача садĕнче çутăпа тивĕçтерес ĕç малалла пырать. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкеов  хулара 1344 çуртра электричествăна йĕркене кĕртсе пĕтернине, троллейбуссем йĕркеллĕ çӳренине каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çанталăк лайăхах мар тăнă пулин те, пур службăра тимлекенсем те кирлĕ пек вăхăтра пĕр-пĕринпе килĕшсе лайăх ĕçленишĕн чĕререн тав сăмахĕ каланă.  Михаил Игнатьев  çуртсем çывăхĕнчи ӳкнĕ йывăçсене тирпейлесе пуçтарма каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсемпе хуласен администрацисен пуçлăхĕсене çут çанталăка пула, инкеке сирсе яма мĕн чухлĕ тăкакланни çинчен çитес вăхăтсенчех хурав памаллине хушса хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин  Чăваш Енĕн 2014 çул 9 уйăхри социаллă–экономика аталанăвĕн малтанласа палăртса хунă ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Кăçалхи 9 уйăх хушшинче промышленноç производствин индексĕ 104,5 процентпа танлашнă. (ПФО регионсемпе илсен – 4-мĕш вырăнта). Ял хуçалăх апат-çимĕç таварĕсене тирпейлессипе 105% чухлĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан. Пĕтĕм çăл куçсенчен кĕнĕ укçа-тенкĕпе 464,5 пин кв.м чухлĕ çурт-йĕр хута янă – 101 процентпа танлашать. Ĕç укçин шайне ӳстерсе пынин кăтартăвĕ те самай лайăх. Ĕçсĕррисен хисепĕ, ĕçпе тивĕçтерекн службăн кăтартăвĕсем тăрăх, 3,95 пин çын çеç. Пĕлтĕрхи çак тапхăртипе илес пулсан – 580 çын сахалланнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Çĕмĕрле заводчĕсене калăпланса тухакан таварсен калăпăшĕ, вĕсен таварĕсене ытларах ыйтакансен хисепĕ те ӳссе кайни куç кĕретех. Тракторсем тăвакан завода реструктуризаци туса ирттернĕ хыççăн, çĕнĕ заказсем илме май пуррине уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина Чăваш Республикин консолидированнăй бюджечĕ еплерех пурнăçланни пирки  каласа кăтартнă. Кăçалхи çул юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăшсен пайĕ 27063,2 млн. тенкĕпе (çулталăкри планпа пăхса хăварнипе илсен 73,7 процент), пĕлтĕрхи çак вăхăтпа танлаштарсан 2,9 процент чухлĕ пысăкрах ӳснĕ.  Чăваш Республикин консолидированнăй бюджечĕн 9 уйăхри кăтартăвĕпе илес пулсан, бюджет профицичĕ (тупăшсем тăкаксенчен ытларах пулни)  1084,3 млн. тенкĕ, республика бюджечĕ 554 млн. тенкĕ чухлĕ.  Тĕплĕнрех

 



20 октября 2014
15:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter