Çутçанталăк инкекĕсем хыççăн, Чăваш Енре юпа уйăхĕн 20-мĕш кунĕнче 221 населени пунктне, 18 пине яхăн çурта, 27 шкулпа 7 ача садне электроэнергипе тивĕçтернĕ

Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев видеоконференцие влаç органĕсенче тата муниципалитетсенче ĕçлекен ертӳçĕсемпе ирттернĕ. Черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе пурнăçланă ĕçсен республикăри кăтартусем пирки тĕплĕн канашланă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян, ирхине 7 сехет валли юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне,  тата та Чăваш Енри 8 муниципалитетра 235 ял электричество çутисĕр тăрса юлнине каланă. Аварий пулнă вырăнсенче кирлĕ пек вăхăтра пĕлсе кăлтăксене пĕтерсе пынишĕн пурне те ырласа тав сăмахĕсем каланă. «Мĕн пур ĕçсенчен иккĕ виççĕмĕш пайне йĕркене кĕртнĕ те. Çынсем хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ, кунне-çĕрне пĕлмесĕрех вăй хураççĕ. Специалистсем чăнласах та хăйсене шанса панă ĕçе лайăх пĕлни куç кĕретех. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев, пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçе вăхăтра пурнăçласси», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Сăмаха май, йывăр çанталăк улшăнăвĕсем малалла та пулма пултарнине асăрхаттарса хăварнă. Калăпăр, çитес вăхăтра республикăра улшăнса тăракан çанталăк вырăн вырăнпа ирĕлтерме, хыççăнах шăнтма  пултарать. Тата та ытларах инкек кăларса тăратма пултарассине асăрхаттарнă. Чăваш Республикин строительство министрĕ – черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçлекен оперативлă штаб пуçлăхĕ Олег Марков пĕр кунта йĕркелесе ирттернĕ ĕçсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. «221 ялта, 18 пин те 387 çуртра, 27 шкулта, 7 ача садĕнче электричествăна йĕркене кĕртсе пĕтернĕ. Унсăр пуçне 12 шкулпа 4 ача садне генераторсемпе ăшăтмалла тунă. Пĕтĕмпе пĕр кунта 35,7 пин çынна çутăпа тивĕçтернĕ. Çанталăка пула, тухнă инкексене сирсе ярассипе ир валли, юпа уйăхĕн 20 мĕшĕ тĕлне кăлтăксенчен çуррине пĕтĕмпех пурнăçлани паха», - тесе уççăммăн каланă Олег Марков. Чăвашэнерго ертӳçи Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче пушаннă ĕç ушкăнĕсене кăлтăксене сирсе яма оперативлă куçарса пынине асăнса хăварнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова пур сывлăх учрежденийĕсенче те çутă пуррине каланă, медицина пулăшăвĕсене пама нимĕнле кăлтăксем те çуккине палăртнă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Олег Бирюков  хăйсен сăмахĕсенче хулара пурăнакансен пурин те çутă пуррине, троллейбуссем аван çӳренине каланă. Хальхи вăхăтра хулари урамсенче çутăна майлассипе тата ӳкнĕ йывăçсене тасатассипе ĕçсем пынине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулара ĕçленĕ электриксене  ытларах инкек курнă районсене яма сĕннĕ. Калăпăр, Муркаш, Шупашкар, Сĕнтĕрвăрри районĕсене вырнаçтарсан аван пулнă пулĕччĕ. Пуçлăх çакăн пекех, юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче ĕçлĕ визитпа Муркаш районне çитсе килме палăртнине асăннă. Ку районта халлĕхе 18,2 пин çын çутăсăр тăрса юлнă. Кунтах оперативлă штаба пухма палăртнă. Канашлу вĕçленнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă, пур шайри влаç органĕсенче ĕçлекенсем кирлĕ пек пĕр-пĕринпе килĕшсе оперативлă ĕçлесе пынине каланă. Тӳрех инкеке сирсе яма ытти юнашар регионсенчен те пулăшу пама килсе çитнине асăннă. Мĕн-пур ĕçе пĕлсе, пурлăхпа техника базипе çителĕклĕ таранах усă курса  ĕçлени куç кĕретех пулнине каланă. «Паянхи ир тĕлне инкек курнă çынсен хисепĕнчен иккĕ виççĕмĕш пайне пĕтĕмпех ĕçсене йĕркелесе çитерсе панă. Электроэнергипе туллин усă курма май пур вĕсен», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Паянхи ир тĕлне республикăра пурăнакан 36 пин çын электричествăсăпа усă кураймасть. Инкек тӳснĕ пур çын та электричество  илмесĕр, регионта черезвычайлă лару-тăрăва пăрахăçлаймăпăр тесе каланă. Пурлăх мĕн чухлĕ укçа-тенкĕллĕх тăкакланнине шутласах пыраççĕ. Раççей Федерацийĕн Правительстви 75 млн. тенкĕ куçарса та панă. «Эпĕ яланах каланă, халĕ те тепĕр хут асăрхаттарса хăварасшăн, инкеке лекнĕ çынсене эпир пĕччен пăрахса хăвармăпăр», - тесе уççăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.



21 октября 2014
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter