Элĕк районĕ: çамрăк фермер тăрăшать

Йăлкăш тăрăхĕнче усă курман çĕрсем сахалах мар лаптăк йышăнатчĕç. Çав уйсенче çум курăк ашкăрса ÿсетчĕ. Иртнĕ кунсенче вара - ырă улшăну. Йĕри-таврара тракторсен шавĕ чарăнма та пĕлмерĕ. «Хурçă ут» хуçисем суха тунă çĕрте хастар ĕçлерĕç. Ку уйсем халĕ хурран курăнса выртни кăмăла çĕклет.

Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртни лайăхах. Çитес çул çĕнĕ çĕрсем çинче тырă-пулă хÿхĕм çитĕнĕ, çĕр улми те патвар ÿсĕ. Çавăншăн тăрăшать те Эдуард Лебедев хресчен-фермер.

Çамрăк специалист пирĕн тăрăха ĕçлеме килнишĕн эпир савăнатпăр. Унăн тăрăшулăхĕпе пултарулăхне тÿрех асăрхарăмăр. Ахальтен мар пай çĕрĕсене те шанса патăмăр. Эдуард Евгеньевич пирĕн ыйтăва туллин тивĕçтерчĕ. Çĕршĕн тырă пачĕ.



22 октября 2014
10:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter