Спортзала юсаса çĕнетнĕ

Кăçал Чăваш Республикинчи ялти шкулсем валли спорт залсене юсаса çĕнетме, спорт клубĕсене пулăшма, урамри спорт сооруженийĕсене тума хушма укçа-тенкĕ илнĕ.

Çак кунсенче Элĕк вăтам шкулĕнчи спорт зала капиталла юсав ĕçĕсем тунă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Ачасемпе вĕрентекенсене Чăваш Енĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Анатолий Кузьмин, район пуçлăхĕ Вячеслав Дубинин, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕç, вĕренÿре тата спортра ăнăçусем сунчĕç. Элĕк вăтам шкулĕн директор çумĕ Станислав Куликов республика тата район ертÿçисене ял шкулĕсем çине тимлĕх уйăрнăшăн тав турĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ГТО нормантивĕсене ăнăçлă пурнăçласа ылтăн тата кĕмĕл значоксене тивĕçнисене удостоверенисем пачĕ. Çавăн пекех Александр Куликов çитес вăхăтра районти тепĕр шкулта – Тавăт вăтам шкулĕнче юсав ĕçĕсем пуçланмаллине палăртса хăварчĕ. Тĕрлĕ спорт секцисене çÿрекен ачасем хăнасене хăйсен ăсталăхĕпе паллаштарчĕç.

Элĕк вăтам шкулне тĕпрен юсаса çĕнетме пĕтĕмĕшле федераци бюджетĕнчен 838844 тенкĕ уйăрнă, вăл шутран юсав ĕçĕсене тума 820000 тенкĕ, шкулти спорт клубĕсене аталантарма 18884 тенкĕ тăкакланă. (Элĕк районĕ)



22 октября 2014
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter