Литература каçĕ иртрĕ

Элĕкри тĕп библиотекăра вырăс писателĕ, поэчĕ Михаил Лермонтов çуралнăранпа 200 çул çитнине палăртса мероприяти ирттерчĕç. Унăн тĕп тĕллевĕ - аслă поэтăмăрăн пултарулăхне тишкересси.

«Çук, эп Байрон мар, эп урăххи» ятпа литература каçĕнче вĕренекенсем М.Лермонтовăн пурнăçĕпе пултарулăхне пур енлĕн пăхса тухрĕç. Литература каçĕнче педагогика ĕçĕн ветеранĕ Клавдия Степанова поэт сăввисене вуларĕ. Алиса Егорова библиотекарь кĕнеке куравĕпе паллаштарчĕ.

Çакăн пек мероприятисем йĕркелени çамрăксене литературăна юратма вĕрентет, пултарулăхне аталантарать.



22 октября 2014
10:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter