Иртнĕ талăкра Чăваш Республикинчи 80 ял тăрăхĕнче 4584 çурта çутăпа тивĕçтернĕ

 Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Муркаш районне çитсе килнĕ.  Кунта Рыккакасси тата Москакасси ялĕсенче, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче çутçанталăка пула сиксе тухнă инкеке сирсе ярассипе электропередача линийĕсене юсас ĕç пырать. Рыккакасси ялĕнче электричество ĕçĕсене йĕркене кĕртессипе Саратов облаçĕнчен ятарлă бригада ĕçлет. Михаил Игнатьев кунта  ĕçлекен çынсемпе тĕл пулнă. Вĕсен ĕçĕпе кăсăкланнă, шухăш-кăмăлне пĕлнĕ. «Пире, чăнласах та лайăх кĕтсе илчĕç, вĕри апатпа та вăхăтрах тивĕçтереççĕ», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхне Саратовран килнĕ мастер Дмитрий Захарченко.  Сăмаха май, ялти ремонт ĕçĕсене паян кăнтăрлаччен пĕтерме палăртнă. Михаил Игнатьев бригада ĕçченĕсене тав сăмахĕ каланă. Хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа, таса чунпа пурнăçланăшăн ырласа хăварнă. Пĕр килнĕ пек чухне, ялти çынсем мĕнле шывсем ĕçсе пурăннипе те кăсăкланнă, ятарласа çăлтан шыва кăларса пăхнă. Москакасси ялĕнче электропередача линийĕсен монтаж ĕçĕсене Киров облаçĕнчен, Çĕнĕ Шупашкартан, Куславкка   специалистсем пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ Шупашкартан килнĕ специалистсене кун çутине пăхса ĕçсене кирлĕ пек туллин пурнăçлама сĕннĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хыççăн Михаил Игнатьев район администрацийĕнче республикăри хуласемпе районсен администраци пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Канашлăвăн тĕп теми иртнĕ кунсенче  пулнă кăлтăксене сирсе ярассипе еплерех ĕçсем йĕркелесе ирттерни пирки ыйтăва сӳтсе явнă.  Чăваш Ен строительство министрĕ Олег Марков  пур çĕртре те черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçсем аван пынине каланă. Иртнĕ талăкра пурĕ 80 ял тăрăхĕнчи 4584 çурт таврашне çутăпа тивĕçтернĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ 25 объекта ăшă илсе çитернĕ. Халлĕхе  Муркашри 3 шкулта тата Элĕк районĕнчи пĕр шкул электричествăпа çыхăнман. Муниципалитетсен ертӳçисем çутçанталăка пулнă инкексене сирсе ярассипе ĕçсем пурнăçланни пирки тĕплĕн паллаштарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни районта ĕçсем еплерех пынипе кăсăкланнă. Пурне те кĕске вăхăт хушшинче, ĕçсене кирлĕ пек пурнăçласа пĕтерме сĕнсе хăварнă. «Эпир паян, черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçлесе пыратпăр. Нормативлă ĕç хутне алă пусса çирĕплетнĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ĕçсем аван пыраççĕ.  Енчен те йĕрке кртсе пĕтереймен вырăнсем тăрса юлсан, вĕсем пирки те вăхăтра каламалла, хушма мерăсем йышăнса лару-тăрăва лайăхлатас пулать», - тесе уççăммăн каланă Пуçлăх. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов республикăри çул-йĕрсем пирки паллаштарнă. Ĕнер, çĕрле юр вăйлă çунăран, çулсем çинчи юра тасатма 173 техника кăларнă. Паян, ирхине 8 сехетрен 322 техника тухнă.  Республика Пуçлăхĕ муниципалитет администрацийĕсен пуçлăхĕсенчен юрсене тасатассипе ĕçсем еплерех пулса пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Хăшне-пĕрне ыйтăва кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн асăрхаттарса та хăварнă. Çĕмĕрле хула администрацийĕн пуçлăхĕ Любовь Дмитриева хăйĕн сăмахĕнче энергоресурсемпе парăмсем пухăнса кайни пирки асăннă. Михаил Игнатьев муниципалитета хăй вăхĕтĕнче сахал мар пулăшу кӳнине каланă. Субсиди 60 млн, кредит та 120 млн. тенкĕ парса тивĕçтернĕ пулнă.  «Эсир хулана пĕрремĕш уйăх мар ертсе пыратăр. Парăмсем пирки халăхпа сахал мар сӳтсе явнă. Эпир, хамăр енчен сире пĕр хутчен çеç мар асăрхаттарнă.  Строительство министерствин коллегийĕнче сире кадр ыйтăвĕсене те татса пама сĕннĕ. Эсир вара кун пирки, халĕ çеç шухăшлама тытăннă. Калăр-ха тархасшăн, хула администрацийĕн пуçлăхĕ пулса мĕнле йышăнусем тунă?  Хăвăрăн йывăрлăхсене, эсир Правительство çине куçарма пăхасшăн. Маларах йĕркелесе ирттермелли ĕçсем пирки халĕ çеç шухăшлама тытăнтăр. Пĕтĕмпех йĕркене эпир тытса пыраймăпăр, хăвăрăн вырăнти бюджет пур, саккунпа килшӳллĕн кашнин хăйĕн майĕ. Хамăр çине илнĕ яваплăха, кирлĕ пек туллин пурнăçларăмăпăр. Малашне вара кредитсем те илме пултаратăр, анчах та парăмсене парса татассине вăхăтра пурнăçламалла», - тесе уççăммăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ.  Тĕплĕнрех

 



22 октября 2014
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter