Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

 Юпа уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ. Ăна яланхиллех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăй ертсе пыракан ведомство ĕçĕ-хĕлĕ çинчен отчет тунă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çул тăвакансене бракшăн мĕнле виçелĕх штрафланипе кăсăкланнă. Пĕтĕмпе те 8,9 пин тенкĕлĕх кăна штрафланă иккен. Министр çулсем çинчи йĕркелĕхе сыхлас енĕпе фотофиксаци приборĕсем лартни пирки каласа панă. Пĕлтĕр çав приборсен кăтартăвĕсем тăрăх кăна йĕркене пăснисене штрафлама 286 пин йышăну тунă-мĕн, штрафсен пĕтĕмĕшле виçи - 135 млн яхăн тенкĕлĕх. Çавна май Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă йышши приборсене тата та ытларах лартмалли пирки каланă, вĕсем пулăшнипе пухакан штрафсемпе шăпах çак ĕç валли усă курмаллине палăртнă. Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх - федераци трассине тасатассишĕн «Воддорстрой» компани яваплă. Вăл техникăн 35 единицине ĕçе кăларнă-мĕн, анчах çула сапмалли хăш реагентпа усă курмаллине тĕрĕс хаклайман. Кунашкал хурав Михаил Васильевича тивĕçтермен. «Юр ирĕлсе кайĕ те - вĕсем ĕç тунă пек кăтартĕç, эпир вара укçа куçарăпăр, çапла-и? Халĕ ак çакна пула çулсем пăрлакланĕç, транспорт 3-4 километрлă «пăкăсенче» лакса ларĕ. Чăваш Ен урлă иртекенсем тарăхĕç. «Чăваш Ене кам ертсе пырать - Игнатьев», - тейĕç!». Калаçăва çивĕчлетнĕ ыйтусем татах та пулнă. Ветеринари сферинче ĕçлекенсен шалăвне ÿстермелли положение сÿтсе явнă май Патшалăх ветеринари службин ертÿçине Сергей Скворцова сăмах тиврĕ. Кирлĕ документа тăратассине тăсса янине пула Михаил Игнатьев служба тĕрĕслевĕ ирттерме хушнă. Республикăн 2020 çулчченхи инвестици стратегине улшăнусем кĕртессине пăхса тухнă май Михаил Васильевич пысăк хăвăртлăхлă чукун çул магистральне тăвассипе çыхăннă ыйтусене тĕплĕнрех палăртмалли пирки каланă. Çавăн пекех ăна производствăра ял хуçалăх, апат-çимĕç продукцийĕн тÿпи пĕчĕкки те тивĕçтермест. Çавна май ял хуçалăх министрне асăрхаттарчĕ: «Кăçал апат-çимĕç тÿпине чакарма юрамасть. Апла тăк сирĕн хăвăрăн интерессене çине тăрса лоббилемелле». Культура ыйтăвĕсенчен те пăрăнса иртмерĕç. Пушă вăхăта ирттермелли, канмалли учрежденисем валли оборудовани туянас ыйту. 25 учреждени валли 400-шер пин тенкĕ уйăраççĕ. Çитес çул Константин Иванов поэт çуралнăранпа 125 çул çитнине уявлас енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕпе çыхăннă ыйтăва çĕкленĕ май вара Михаил Васильевич культура министрне Вадим Ефимова хушу панă: «Константин Иванов çамрăклах илемлĕ хайлавсем çырнă, вĕсене эпир шкултах пăхмасăр вĕреннĕ. Çитес çул вĕçленнĕ тĕле çавăн пек пултаруллă ачасене кăтартма пултарăр». «Юрать», - иккĕленерех /çулталăкра çĕнĕ Иванова мĕнле çуратмалла текен ыйту шухăшлаттарчĕ-ши?/, çавăнпа пуль пăшăлтатнăн каларĕ министр. Тепĕр служба тĕрĕслевĕ ирттерессине вара Экономика аталанăвĕн министерстви сăлтавланă.

Николай КОНОВАЛОВ



23 октября 2014
14:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter