Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçипе Роман Старовойтпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçипе Роман Старовойтпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕ. Шупашкар хули никĕсленнĕренпе 550 çул, Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявлама хатĕрленсе тĕп ĕç планĕпе килĕшӳлĕн, автомашина çулĕсене реконструкцилесе сарассипе тата çĕнĕрен хута ярасси ыйтусем пирки сӳтсе явнă. Михаил Игнатьев Росавтодор тата Раççей Транспорт министерствине çакăн пек пысăк тимлĕх республикăна уйăрнишĕн тав сăмахĕ каланă. Чăннипех те Чăваш Республикин социаллă экономика аталанăвĕшĕн çулсем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Юлашки çулсенче автомашина çулĕсене реконструкцилеме федераци шайĕнче çулсене сарассипе сахал мар миллиард миллиардчĕпе укçа-тенкĕ тăкакланать. Эпир те, Сирĕнтен тăрса юлмăпăр. Регион тата муниципалитетсем шайĕнчи çулсене пăхсах тăрăпăр. Çул-йĕр служби хăйĕн умне лартнă тĕллевсене кирлĕ пек пурнăçласа пырать. Халăх, чăнласах та ĕçсемпе кăмăллă пулни куç кĕретех», - тесе палăртнă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «2014 çулта  историре пуçласа Раççей çулĕсене юсама  çĕр процента çитиех укçа-тенкĕ куçарса панине каланă. Кун пек малашне те пĕр тан лайăх ĕçлесе пырсан, 2018 çул валли пĕтĕмпех автомашина çулĕсене йĕркене кĕртсе пĕтересси пирки нимĕн иккеленмĕпĕр», - тесе каланă сумлă хăна. Тĕплĕнрех



23 октября 2014
14:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter