Çутçанталăка пула инкек тухнă хуçалăхсенчен 5,5 проценчĕ çеç электроэнергисĕр тăрса юлнă, ыттисенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацисен пуçлăхĕсемпе видеоконференци йĕркелесе ирттернĕ. Кун йĕркинчи çивĕч ыйту регион шайĕнче черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе ĕçсем еплерех пурнăçланса пынине сӳтсе явнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев мĕн пур влаç шайĕнче тăракан ертӳçĕсем, тĕрлĕ специалистсем районсенчи кăлтăксене пĕтерессипе кирлĕ пек çӳллĕ шайра ĕçлени куç кĕретех пулнине асăннă. Хамăр ума лартнă тĕллеве кирлĕ пек туллин пурнăçлани питĕ паха.  Паянхи кун, ирхи 7 сехет тĕлне кăлтăка лекнĕ палăртса хунă ял тăрăхĕсенчен 9,1 процент çеç ыйтăва татса парайман, 5,5 процент çуртсене çутăпа тивĕçтереймен. Аварие пур муниципалитетсенче те пĕтĕмпех сирсе яма май килнĕ. Тăрса юлнисем Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпӳ районĕсем. Электричество ыйтăвĕ Муркаш районĕнче çивĕч трать. Ытларах çак муниципалитета мĕн-пур ĕç ушкăнĕсене тăратмаллине палăртса хăварнă канашлăва хутшăннисем. Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче, паян 44 бригада, 76 техника, 15 автовышка, 296 çын, 21 дизель-генератор йĕркелесе тăратма май килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, федераци, республика, муниципалитетсем шайĕнче çулсем çинчи юра тирпейлĕ тасатса тăни куç кĕретех пулнине палăртнă.  Уйрăм ял тăрăхĕсенче  юр тасатасси çине тимлĕх уйăрма сĕнсе хăварнă. Район тата хула администрацисен пуçлăхĕсене черезвычайлă лару-тăру вăхăтĕнче пур техникăсемпе те туллин ĕçлеме хушнă. Çакăн пекех, машина хуçисене кирлĕ кирлĕ мар çулсем варрине хăйсен пурлăхне пăрахса хăвармалла маррине асăрхаттарнă. Вĕсене пула, юрсене тепре чухне çулсем çинче кирлĕ пек тасатаймаççĕ. Чăваш Ресубликин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министррĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче пĕр талăкрах республикăри Элĕк, Етĕрне, Красноармейски, Шупашкар районĕсенче электричествăпа çыхăннă пур ыйтăва та татса панине каланă. 108 ял тăрăхĕнче пурăнакан 18746 çынна çутăпа тивĕçтернĕ. Чăваш Ен строительство министрĕ хальхи вăхăтра тата та ытларах сивĕ тăнине, çил вăйлансах пынине палăртнă. Çавăнпа та йĕркене кĕртсе пĕтернĕ ял тăрăхĕсенче тепĕр хут та инкек сиксе тухма пултарасса, çавăнпа та асăрхануллă пулма пурне те ыйтнă. Мĕн пур муниципалитетсен ертӳçисем хăйсен тăрăхĕсенче черезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассипе пĕр талăкра еплерех ĕçсем пурнăçлани пирки пĕлтернĕ.

Тĕплĕнрех



23 октября 2014
13:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter