Вĕсем çĕнтерĕве çывхартнă

Чутейре пурăнакан Клавдия Степановна Волкован та Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин нуши-тертне тỹссе ирттерме тивнĕ. Вăл 1926 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Тĕмерте çуралнă. Ялти шкултан вĕренсе тухсан, 1943 çулта, Тăвайне трактористсен курсне çул тытнă. Тепĕр çулнех акана тухнă, тракторпа ĕçлекене пулăшнă. Каярахпа та уй-хир ĕçĕсене хутшăннă.

"Мĕн чухлĕ вăрман касман-ши? Улатăра çитичченех кайнă. Миçе çухрăм утнине шутласа та кăларас çук пулĕ, - аса илет çав йывăр вăхăтсене Клавье аппа. -Утă çулнă, тырă вырнă, çĕр улми кăларнă, тыр-пул пухса пĕтерсен каллех вăрман касма янă. Çапла тыл фронтшăн ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхартнă".

Клавдия Степановна пек хĕрарăмсем пĕрре те канăç курман çав çулсенче. Канаша ВРЗ патне çул тума илсе кайни çинчен те каласа пачĕ ĕç ветеранĕ. Çăпата хуçма та çамрăклах вĕреннĕ вăл. Пушăтне çырма тăрăх вăрттăн илсе килнĕ, унсăрăн хуралçă тытма пултарнă.

Аса илỹ çăмхи малаллах сỹтĕлчĕ.

"Пирĕн çемьере 6 ача пулнă. Эпĕ - чи асли. Кĕçĕнни аннерен тăватă çулта юлнă. Пĕр йăмăк учителе вĕренсе тухнă, - терĕ Клавдия Степановна. - Хамăн 4 хĕр те 3 ывăл. Зинаида, Валентина, Василий, Владимир, Виталий кун-çулĕсене ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă, тăван кĕтесрех тымар янă. Галина Канаш районĕнче пурăнать çемйипе. Елизавета медсестрана вĕренсе тухса Шупашкарта йăва çавăрнă. 19 мăнук, 13 кĕçĕн мăнук. Вĕсене пурне те ырă çеç сунатăп. Çутă та телейлĕ пурнăç пултăрччĕ çĕр çинче".

Л.Михайлова. Чутей ялĕ, Тавай районĕ.



23 октября 2014
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter