Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей таможня ӗҫченӗн кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш таможня посчӗн

хисеплӗ ветеранӗсем тата ӗҫченӗсем!

 

Сире професси уявӗпе – Раҫҫей Федерацийӗн таможня ӗҫченӗн ку­нӗ ячӗпе саламлатӑп!

Таможня патшалӑхӑн чи кирлӗ институчӗсенчен пӗри шутланать, вӑл наци хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес, экономикӑпа со­циал­лӑ пурнӑҫри тата политикӑри ҫирӗплӗхе сыхласа упрас, саккунлӑхпа право йӗр­кине ҫирӗплетес ӗҫре тӗп вырӑн йышӑнса тӑрать.                   

Таможня службин ӗҫченӗсен пысӑк ӑсталӑхӗпе яваплӑхне, тӗплӗ тӑ­вакан ӗҫне пула таможня тӳлевӗсем бюджета вӑхӑтра тата туллин кӗрсе тӑраҫҫӗ, тулашри суту-илӗве анлӑлатмалли, тавар ҫаврӑнӑшне ла­йӑх­латмалли, республика экономикине ҫирӗппӗн аталантармалли паха май­сем йӗркеленеҫҫӗ.   

Чӑваш таможня посчӗн ӗҫченӗсемпе ветеранӗсене тӳрӗ кӑмӑлпа тӑ­вакан ӗҫӗшӗн тата хӑйсен умӗнчи тӗллевсене тухӑҫлӑн пурнӑҫласа пы­нӑшӑн пӗтӗм чун­тан тав тӑватӑп! 

Сире ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, телей тата ырлӑх сунатӑп!     

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                        М.Игнатьев



24 октября 2014
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter