Паян, ирхи 7 сехет тĕлне Чăваш Енри Муркаш районĕнчи халăх пурăнакан пĕр вырăн çеç çутăсăр тăрса юлнă, ыттисенче пĕтĕмпех йĕркеллĕ

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. Кун йĕркинчи чи çивĕч ыйту, нумаях пулмасть, Чăваш Енре çутçанталăка пула сиксе тухнă инкеке сирсе ярассипе еплерех ĕçсем йĕркелени. Чăваш Республикинче ку тĕлĕшпе регион шайĕнче мĕнле мерăсем йышăннине тĕплĕн сӳтсе явнă. Куллен тивĕçтерекен оперативлă информаци тăрăх, паянхи кун ирхи 7 сехет тĕлне Чăваш Республикинче пĕртен пĕр  Муркаш районĕнче пĕр ял тăрăхĕ çеç çутăсăр ларать. Ку ялта 266 çурт, вĕсенче пурĕ 766 çын пурăнать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ, паян Муркашсем çутăпа туллин усă курассине шантарсах хăварнă. Специалистсем хăйсенчен мĕн кирлине пĕтĕмпех йĕркелесе ирттересси пирки каланă. Республика Пуçлăхĕ, çакăн пек кĕске вăхăт хушшинче пур ялсене те электричествăна илсе çитерме май килнишĕн чĕререн ырласа тав тунă. Пур специалист та вăхăтра инкеке сирсе ярассипе тимлĕн ĕçлени куç кĕретех. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков иртнĕ талăксенче республикăри Çĕрпӳ тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенче кăлтăксене пĕтĕмпех пĕтерме май килнине асăннă. Палăртнă районсенче 46 ял, вĕсенче 2118 çурт, пурĕ 6503 çын пурăнать. Халĕ вĕсем пур те çутăпа туллин усă кураççĕ.  «Чувашэнерго» филиалĕн «МРСК Волги» генеральнăй директорĕн çумĕ Дмитрий Иванов хăйĕн сăмахĕнче халлĕхе пĕр районта Муркашра çеç электричество çуккине палăртнă. Хальхи вăхăтра унта çивĕч хĕрӳ ĕç пынине каланă.  Чăваш Республикин экономика министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Инна Антонова хăйĕн сăмахĕнче  объектсенче ĕçлекен специалистсене вĕри апатпа тивĕçтернине палăртнă.  Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Петрова Муркаш районĕнчи Хыркасси шкулĕнче 57 шкул ачи каникулта пулнине асăннă. Ку тăрăхра çутăпа пĕтĕмпех тивĕçтернине палăртнă. Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов хăйĕн калаçăвĕнче çулсене еплерех юртан тасатса пыни пирки чарăнса тăнă. Калăпăр, юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче пурĕ 320 техника çула тухнă, вĕсем кирлĕ пек пĕтĕмпех юра тасатса тирпейленĕ. Федераци, республика, районсемпе хула шайĕнчи çулсем пĕтĕмпех йĕркеллĕ таса пулнине асăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



24 октября 2014
12:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter