Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чӑваш Республикинчи автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Республикинчи автомобиль тата  хулари пассажир транспорчӗн хисеплӗ ӗҫченӗсем!

 Сире професси уявӗ ячӗпе саламлатӑп!

Хальхи вӑхӑтри этем пурнӑҫӗ груз турттаракан тата ҫынсене халӑх пу­рӑ­накан тӗрлӗ вырӑна илсе ҫитерекен автомобиль тата хулари пассажир тра­н­с­пор­чӗ­сӗр мӗн­лерех пуласси пирки шухӑшлама та йывӑр.

Чӑваш Енре транспорт ҫыхӑнӑвне ҫирӗппӗн тата кӑлтӑксӑр ӗҫлет­терес­сине йӗркелес енӗпе тухӑҫлӑ мерӑсем йышӑнатпӑр. Лайӑх аталаннӑ транспорт инфра­ты­тӑмне туса хунӑ, вӑл автомобиль транспорчӗпе хулари, хула ҫумӗнчи тата хуласем хушшин­чи маршрутсем тӑрӑх груз­сем­пе пассажирсене хӑтлӑн тата хӑрушсӑр турт­та­рассине тивӗҫтерет.   

2013 ҫулта пурте усӑ куракан автомобиль транспорчӗн пулӑшӑвӗпе Чӑваш Енре 105,6 мил­лион пассажир усӑ курнӑ, тата 77,1 миллион ҫын вара – хулари электричество вӑ­йӗпе ҫӳрекен транспорт пулӑшӑвӗпе. Автотранспорт предприятийӗсем пу­лӑшнипе 2,6 миллион тоннӑна яхӑн груз турттарнӑ. Общество транспорчӗ лайӑх та кӑлтӑксӑр ӗҫ­ле­ни граж­дансен социаллӑ хӑй туйӑмлӑхӗ ҫине ырӑ витӗм кӳрет тата халӑх власть ор­га­нӗсене шанассине ӳстерет.

2012 ҫултанпа республикӑра ҫул ҫӳренӗшӗн укҫасӑр татӑлма май паракан ав­томатланӑ тытӑм ӗҫлет. 2014 ҫултан пуҫласа ҫул ҫӳремелли электронлӑ билетпа  вӗренекенсемпе сту­­дентсем те усӑ курма тытӑнчӗҫ.

Юлашки ҫулсенче «Усӑ курма лайӑх хутлӑх» программа шайӗнче сывлӑх тӗлӗ­шӗнчен хавшак ҫынсем валли ятарлӑ троллейбуссемпе автобуссем туянатпӑр, вӗ­се­не  инвалид кӳмипе ҫӳрекен сусӑр ҫынсене турттарма юрӑхлӑ туса хатӗрленӗ.

Автомобиль тата хулари пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсемпе ветера­нӗсене  пӗ­­­тӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, хавхалану, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, такӑр ҫул, телей тата ырлӑх сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                                                                М.Игнатьев

 



24 октября 2014
14:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter