Рекнострукциленĕ М-7 «Атăл» автомашина çулне торжествăлла пулăмра уçнă

Юпа уйăхĕн 23-мĕшĕнче Муркаш районĕнчи Москакасси ялĕнчи реконструкциленĕ çула уçнă пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Федерацин çул-йĕр агенствин ертӳçи Роман Старовойт хутшăннă.  Паллă мероприятие çакăн пекех Чăваш Республикин транспорт министрĕ Владимир Филиппов тата ытти официаллă хăнасем пухăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн ум сăмахĕнче федераци магистралĕсене модернизаци тата строительство ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме сахал мар укçа-тенкĕ юлашки çулсенче уйăрнине каланă. Çакăн пекех Чăваш Ен территорийĕ урлă иртекен çулсене, муниципалитетсенчи автомашина трассисене те кирлĕ пек юсав ĕçĕсене йĕркелеме пулăшу кӳнине асăннă. «Чăваш Енри çул-йĕр строительствин тытăмĕн пысăк пуласлăх. 2018 çул тĕлне М-7 тата А-151 федераллă трассăсене 1-Б категорине куçарĕç. Çул–йĕр нормативне тултарĕç», - тесе асăнса хăварнă Михаил Игнатьев. Федераци çул-йĕр хуçалăхĕн ертӳçи  палăртнă çул лаптăкне тирпейлесе сарнă 9 субподрядлă организацине, генеральнăй подрядчикпе проектантсене чĕререн тав сăмахĕсем каланă. «Пире, чăнласах та Чăваш Енпе ĕçлеме питĕ аван. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе тата Транспорт министерствипе тачă çыхăнса ĕçленине кура, объектсене маларах палăртса хунă вăхăтран самай кĕске вăхăт хушшинчех тирпейлесе хута яма май пур. Сире куншăн пысăк тав. Эпĕ малашне те шансах тăратăп, çакăн пек лайăх ĕçлесе Чăваш Республикинчи тата Атăл тăрăхĕнчи çулсене пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерессине нимĕн иккеленмесĕрех калама пултаратăп», - тесе çирĕппĕн палăртса хăварнă Роман Старовойт. Ĕçре тарават пулнисене, тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пырса çитĕнӳсем тунисене, автомобиль тата пассажир транспорчӗн ӗҫченӗсемпе ветера­нӗсене  пӗ­­­тӗм кӑмӑлтан ҫирӗп сывлӑх, ӗҫре ҫитӗнӳсем, хавхалану, лайӑх кӑмӑл-туйӑм, такӑр ҫул, телей тата ырлӑх сунса, çывхарса килекен профессиллĕ уяв ячĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă, Тав сăмахĕсене тата алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Хисепе тивĕьнисем: «Ханты-Мансийскдорстрой» АУО СУ №905 организацийĕнче вăй хуракансем -  Денис Козлов тата Владимир Китаевский, машинист автогудронатор Николай Рахно. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев М-7 тата А-151 федераллă трасса çинче пĕтĕмпех çутăпа тивĕçтернине каланă. Çурран утса каçмалли вырăнсене çӳлерех çĕкленĕ. Паллах, çакăн пек ĕçе пурнăçлани çулсем çинчи травматизмран хăтарать. Роман Старовойт хăйĕн сăмахĕнче Раççей Транспорт министерствипе Чăваш Ен ертӳлĕхĕн лайăх çыхăну пулнине асăннă. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени куç кĕретех сисĕнет. 2014 çулта Чăваш Республикине 4 млрд. 200 млн. тенкĕ укçа-тенкĕ уйăрнине каланă. М-7 Мускавран Владимир, Чулхула, Хусантан Уфана çити илсе çитерекен çул – тăватă полосаллă автомашина çулĕ пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăрать, мĕн кирли пĕтĕмпех пур. «Ханты-Мансийскдорстрой» АУО генеральнăй подрядчик  чăваш Енре хăйĕн филиалне регистрациленĕ. 2013 çулта республика хыснине 12,6 млн. тенкĕллĕх налук куçарнă. 2014 çулта 9 уйăх хушшинче 13,7 млн. ткенкĕ куçарма та ĕлкĕрнĕ. Пĕлтĕрхипе çак тапхăртипе танлаштарсан 161 процент чухлĕ.  Тĕплĕнрех



24 октября 2014
08:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter