Чăваш Енре регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçланă

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика территорийĕнче патшалăхăн чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи тытăмĕн Чăваш Енри управленийĕн органĕсемшĕн регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçлани çинчен хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.  Аса илтеретпĕр, юпа уйăхĕн 17-мĕшĕнче пăрлă çумăр тата йĕпе юр çурĕ. Çанталăк сивĕтнĕ май электропралуксем татăлчĕç, вĕсен юписем тӳнчĕç. Чăваш Енри муниципалитетсенче - электропередача линийĕсем пăрланса юрăхсăра тухрĕç, çавна май çĕр-çĕр ял çутăсăр юлнă пулнă. Халĕ паян, палăртнă пур ялта та пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Паян, кăнтăрла 12 сехет тĕлне Чăваш Енри пур муниципалитетсенче те - электропередача линийĕсене пĕтĕмпех йĕркелесе çитернĕ. Республикăри 515 халăх пурăнакан вырăнсене пурĕ 100964 çын пурăнать, вĕсене ăшăпа тата çутăпа пĕтĕмпех тивĕçтернĕ. Вăл шутрах 94 шкулпа 40 ача садне, 7 социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене йĕркене кĕртнĕ. Пурĕ аварие сирсе ярас ĕçре Чăваш Ен территорийĕнчи сывлăшри сиенленнĕ электропередача линийĕсене юсама 94 бригадăна 474 çын , техникăн 143 единицине явăçтарнă, çав шутра - Самар, Ульяновск, Пенза, Саратов, Чул хула, Оренбург, Киров тата Владимир облаçĕсен, çавăн пекех Мордва Республикин бригадисем тивĕçлĕ ĕçленĕ. Черезвычайлă лару-тăрăва кĕске вăхăт хушшинчех сирсе яма май килнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе республикăри мĕн пур муниципалитетсем пĕр-пĕринпе килĕшсе вăхăтра ĕçлени куç кĕретех. Специалистсене кунне çĕрне пăхмасăрах хăйсен ĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланишĕн пысăк тав.



24 октября 2014
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter