Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци ирттернĕ. 2015 çул валли йышăннă республика бюджечĕн тĕп çул-йĕрĕсем пирки тата планпа пăхса хăварнă 2016, 2017-мĕш çулсенчи бюджет тытăмĕн ыйтăвĕсем çинчен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлан Енилина тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин консолидировăннăй бюджетне налуксенчен кĕнĕ тупăш 2014 çулта 9 уйăх хушшинче 18167,9 млн. тенкĕпе танлашнă, 2013 çулхипе çак тапхăртипе илес пулсан, кăçал 2,2 процент чухлĕ ытларах укçа-тенкĕ пухăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ентӳçитсене муниципалитет пурлăхĕсемпе усă курнишĕн пухăнакан аренда укçисем пуçтармалли пирки тĕплĕн ĕçлемеллине, предприятисемпе организацисенче юçлекен çынсене  ĕç укçипе тивĕçтермелли ыйтăва та куçран вĕçертме юраманнине каласа хăварнă. «Республикăн пĕрлештернĕ бюджетне кĕртмелли укçа-тенкĕ пирки ммуниципалитетсене тухса сахал мар уçă калаçусем ирттернĕ. Вырăнти депутатсемпе, общественноçпа то курнăçнă. Предприятисемпе организацисен ертӳçисем те калаçăва хутшăннă пулнă. Пур-пĕрех налук парăмĕсем 300 млн.тенкĕллĕх пуçтарăнса кайнă. Çак укçасем вăхăтра кĕрсе пынă пулсан, ачасене валли 3 ача сачĕ хăпартса лартма май килнĕ пулĕччĕ. Суд пристăвĕсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле. Республика бюджечĕ 100 млн. тенкĕ тăкак кӳнĕ, 2010 çулччен республика хыснине вăрман пурлăхĕсемпе усă курнишĕн пачах та укçа-тенкĕ куçманни куç кĕретех. Республика Пуçлăхĕ Муркаш районне тĕслĕх вырăнне илсе кăтартнă. Атăл хĕрринчи 118 га çĕр лаптăкĕсене пĕчĕк хакпа туянса илнĕ предпринимательсене саккунпа явап тыттарнă. Паян çак асăннă çĕр лаптăкĕсемпе муниципалитет усă курать. Çĕрсене нумай ачаллă çемьесене те тивĕçтерме пăхса хăварнă.  Çурт-йĕр строительствин ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Безруков тĕплĕн каласа кăтартнă. Калăпăр, кăçлахи ул 10 уйăх хушшинче 546 пин кв. м чухлĕ çурт-йĕр хута янă. Пĕлтĕрхипе илсен, 101 процентпа танлашать. Асăннă ыйтупа юлса ĕçлекенсем: Улатăр, Канаш хулисем тата Вăрнарпа Çĕмĕрле районĕсем. Республика Пуçлăхĕ муниципалитет ертӳçисене çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслесе тăма хушса хăварнă. Çавăн пекех çĕнĕ урамсенче çутă кĕртессине те куçран вĕçертме юраманнине палăртнă. Кăлтăксем, паллах, 2008-2009 çулсенче таса чунпа ĕçлемен подрядлă организацисене пула тата çитменнине Минпромэнерго хăй вăхăтĕнче кирлĕ пек тĕрĕслев туманнине кура, ялсем паян çутăсăр лараççĕ. Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсене хута ярасси пирки ыйтусене те сӳтсе явнă. ФАП, ача сачĕсем, культура çурчĕсене, спорт объекчĕсене çĕклесе лартас ыйтусем те  кун йĕркинчех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсенче электричествăпа çыхăннă ыйтусене вăхăтра пăхса тăмаллине, урамсенче ӳксе пĕтнĕ йывăç турачĕсене тасатмаллине, пăралуксене ан кансĕрлеччĕр тесе вăхăтра тирпейлесе тăма хушса хăварнă вырăнти пур пуçлăхсене те. Енчен те кĕтмен çĕртен çанталăк татах инкек парас пулсан, пирĕн яланах хатĕр тăмаллине те асăрхаттарнă пур пухăннă ĕçчешсене.

 Тĕплĕнрех



25 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter