Украинăран ирĕксĕртен куçа килнĕ çынсем: «Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ»

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ячĕпе Кăнтăр Хĕвел тухăç Украинăран тарса килнĕ Василенкосен, Весельскийсен, Куповсен тата Семакинсен çемьисенчен тав çырăвĕ килсе çитнĕ. Çырура республика ертӳлĕхне, вĕсен хуйхи-суйхине ăнланнишĕн, йывăр вăхăтра пулăшу кӳнишĕн чĕререн тав туса çырнă. «Эсир, пире хăвăрăн тăванăр пекех кĕтсе илтĕр. Ĕç хучĕсене йĕркелеме пулăшрĕç. Ĕçпе, çурт-йĕр ыйтăвне, медицина пулăшăвĕпе те туллин тивĕçтереççĕ.  Пирĕн ачасем республикăри чи лайăх шкулсене çӳреççĕ. Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш кил пулса тăчĕ. Эпир кунта çĕнĕрен пурнăç пуçларăмăр. Сире, Михаил Васильевич, питĕ пысăк тав», - тесе çырнă çырура.



27 октября 2014
13:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter