Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи право йĕркине пăхса тăракан координаци канашĕн анлă ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Чăваш Республикинчи право йĕркине пăхса тăракан координаци канашĕн анлă ларăвне йĕркелесе ирттернĕ. Пурăнма юрăхсăра тухнă аварийлĕ çуртсенчен граждансене куçарас енĕпе саккуна пăхăнса ĕçлени пирки Чăваш Республикин строительство министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Сергей Безруков тĕплĕн каласа панă. Калăпăр, Чăваш Енри адреслă программăпа килĕшӳллĕн, 2013-2017 çулсенче 5 пин çемьене хăтлă та лайăх хваттерсене аварийлĕ çуртсенчен куçарма палăртса хунă. Паянхи кун тĕлне республикăра 1155 граждан çĕнĕ хваттерсене куçса хăйсен кăмăлне тултарнă. Саккун йĕркине пăхăнса ĕçленине пăхса тăракан Чăваш Енри Строительство министерстви тата ЖКХ реформировани тытăмĕн Фондчĕ. 2012 çултан пуçласа паянхи кун тĕлне пурĕ шалти ĕçсен органĕсем 125 тĕрĕслев йĕркеленĕ. Программăна килĕшӳллĕн бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ кирлĕ пек пĕлсе тĕллевлĕн усă курнине çирĕп асăрханă. Тĕрĕслевсем хыççăн, йĕркене пăснă 57 тĕслĕх тупса палăртнă.  15 çынна  хирĕç  уголовлă  майпа12 ĕç пуçарнă, 37 млн. тенкĕллĕх тăкак тӳснине палăртнă, вĕсенчен 31,7 млн. тенкине каялла куçарма йышăннă. Чăваш Ен прокурорĕ Владимир Метелин юлашки вăхăтра граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен хăтлă хваттерсене граждансене куçарас ыйту аванах пурнăçланса пынине палăртать, йывăрлăхсене куллен татса пынине асăннă, Чăваш Енри Строительство министерстви йĕркене пăсманнине çирĕплетсе каланă тĕрĕслев органĕсем. Патшалăх программине пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕ вăраха кайни тепре чухне строительство организацийĕсем контрактсене пăхăнманнине кура татăлса пынине палăртаççĕ. Çакăн пек йывăрлăхсене лекес мар тесессĕн, республика Пуçлăхĕ муниципалитетсене хваттерсене уçă çурт-йĕрсен рынокĕнче туянма сĕннĕ. «Патшалăх программипе пурнăçланакан патшалăх заказĕ. Эпир çурт-йĕрсем çĕклеме аванс парса тивĕçтеретпĕр. Каярах строимтельство организацийĕсем йĕркене пăхăнса ĕçлеменнине туятпăр. Уçă рынокра вара пачах урăхла, хваттерсене туянмалла çеç. Кун пек чухне йĕркене пăснă тĕслĕхсем тен пулмĕç. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – граждансене патшалăх пулăшăвĕпе туллин тивĕçтересси», - тесе уççăмăн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Республикăри район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене çурт-йĕр фондне инвентаризацилеме хушнă, çурт-йĕрпе çыхăннă ыйтусене çирĕп тĕрĕслеве илме сĕннĕ. Ку хутĕнче канашлура вĕрентекенсен пĕлӳ  шайне ӳстермелли ыйтăвне те сӳтсе явнă. Уроксенче ачасемпе кирлĕ пек пĕлсе ĕçлемеллине, этика тата ытти ыйтусене çирĕп пăхăнса пурнăçламалли пирки канашланă. Чăваш Енри Вренӳ тата çамрăксен политикин министерствине вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасем хушшинче вĕрентекенсем вĕсене кирлĕ пек пĕлӳ панине хаклама, йĕркене пăснипе пăсманни çинчен палăртакан ĕçе анкета мелĕпе йркелеме хушнă.  Çакăн пекех канашлура Шупашкарта ӳсĕр çынсене ятарлă учреждение вăхăтлăха вырнаçтармалли уйрăма йĕркелемелли çинчен ыйтăва хускатнă. «Обществăлла организацисен шучĕпе, халăх хушшинче эрех-сăрапа алхасакансен ыйтăвĕ пурне те пăшăрхантарать. Должноçре тăракан çынсен, Чăваш Енри влаç органĕсенче тимлекенсен муниципалитет шайĕнче ӳсĕр çынсене вырнаçтарма ятарлă вырăн хатĕрлесси пирки бюджетра укçа-тенкĕ пăхса хăварма ыйтăва тимлĕх уйăрма сĕннĕ республика Пуçлăхĕ. Республика территорийĕнче çутçанталăкпа çыхăннă ыйтусем пирки те канашланă, саккуна пăхăнса ĕçлемеллине палăртнă. чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Евгений Юшин хăйĕн сăмахĕнче çутçанталăк пурлăхĕпе усă курнăшăн тӳлемелли укçасен парăмне куçарма Чăваш Енри суд приставĕн федераци службипе тачă çыхăнса ĕçленине каланă. Вăрмансене арендăна илнишĕн юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 30 арендатор парăма кĕнĕ. Вĕсен парăмĕ 15,7 млн. тенкĕллĕх федераци хыснине пуçтарăнса кайнă, республика бюджетне – 30,8 млн. тенкĕ. Чăваш Енри Раççей УФНС ертӳçин ĕçне пурнăçлаканĕ  Ольга Никина Чăваш Енри Арбитраж сучĕн определенийĕ тăрăх парăм – 44 млн. тенкĕ пулнине каланă. Паллах, çак парăм 2012 çул утă уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçтарăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев налук службин ĕçченĕсене бюджета тăкак кӳрекен çынсене çирĕп тĕрĕслеве илсе явап тыттарма сĕннĕ. Çутçанталăк министерстви çинче  «Чувашлесхоз» тытăнса тăнă. Пĕлнĕ тăрăх,  унăн хуçи Дейнекин. Пушар тухса кĕлленнĕ. Ĕç хучĕсене пĕтĕмпех çунтарса ярса тĕплеме пăхнă, тесе пĕлтереççĕ хăйсен специалисчĕсем. Шупашкарти юхан шыв порчĕн лицензи пирки те калаçу сахал мар пулнă. Хăйăр ыйтăвĕпе уйрăм çынсене явап та тыттарнă пулнă хăй вăхăтĕнче. Хыççăн, айăпа туйса теплоходсене йышăнма пăрахăçланă. Тавах, республика Прокуратурине, монополие хирĕç кĕрешекен службăсем çине тăнине кура, ыйтăва кирлĕ пек татса пама май килнĕ. Республикăра тĕрлĕ программăсем пурнăçа кĕме пуçласан, çак çынсем, хăйăр сутакансем, çул-йĕрсем сарма хăйăра 3 хут хаклăрах сутма пăхнă. Пирĕн паллах, танлаштарса пăхма сăлтавĕ те пур . Калăпăр, 2007 çулта уйрăм организацисем сахал мар хăйсене валли тупăш кӳнĕ. Справкăсене пăхса тухнă тăрăх, халĕ сутăнакан хăйăр хакĕ тепре чухне 5 хут та ӳссе кайни пурне те пăшăрхантарать. Кун пек йĕркене пăсни – пурне те куç кĕретех шухăшлаттарать», - тесе уççăммăн каланă республика Пуçлăхĕ. Чăваш Енри Финанс министерствине ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăрса, тĕрлĕ службăсемпе тачă çыхăну тытса, бюджета кĕмелли укçа-тенкĕ ыйтăвĕсене вăхăтра татса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрса ĕçлемеллине асăрхаттарса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



27 октября 2014
10:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter