Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе планерка ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна тĕрлĕ служба ертӳçисемпе, республикăн Правительство членĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Украинăран ирĕксĕр куçса килнĕ граждансене Чăваш Енре вырнаçтарас ыйтупа витĕмлĕ ĕçленĕ министерсвăсене чĕререн тав тунă, хăйĕн ячĕпе ырласа çырнă  Тав çырăвне  пурин умĕнче те вуласа панă.  Украинăран килнĕ çемьесем: Василенкосем, Весельскихсем, Куповыхсем, Семакинсем Чăваш Ен ертӳлĕхне, вĕсен хуйхи-суйхине пĕрле пайланишĕн, йывăр вăхăтра пулăшнишĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсене çырнă.   Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов вырма ĕçĕсен малтанласа палăртнă ĕç кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă, 2015 çул валли кĕрхи культурăсене акса хăварни çинчен каласа кăтартнă. Республикăра вырма ĕçĕсене пур çĕрте те вĕçленĕ, 574,5 пин. тонн. тĕш тырă чĕшĕленĕ, çĕр улмие 144,3  пин. тонн., пахча-çимĕç культурине 18,9 пин. тонна пухса кĕртнĕ. Кĕрхи культурăсене 89,4 пин га çинче акса хăварнă, 10,6 пин га планпа пăхса хăварнине çитереймен. «Çулталăка çĕр ĕçченĕсем ăнăçлă вĕçленĕ. Кăçалхи çул 9 уйăх хушшинче агропромышленноç комплексĕн 7,6 млрд. тенкĕллĕх таварсенчен тупăш кĕнĕ, ӳсĕм 16,7 процент. Субсидисемпе пăхсан таса тупăш 1 млрд. 296 млн тенкĕллĕх,  2013 çулхипе танлаштарсан 61 процент чухлĕ ытларах», - тесе каланă Сергей Павлов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, кĕрхи культурăсене акса хăварман районсен çуркунне ытларах тăрăшмаллине палăртнă. Канашлăва пухăннисем Чăваш Республикинчи  вĕренӳ учрежденийĕсенче профилактика ĕçĕсене ытларах йĕркелесе ирттересси çине тимлĕх уйăрнă.  Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов хăйĕн сăмахĕнче юпа уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче йĕркене пăсма пултарнă 111 çамрăка полици уйрăмне илсе çитернине асăннă. «Эпир малтанласах пĕлсе тăнă, çамрăксем ятарласа пуçтарăннине. Вĕсем пĕр-пĕринпе харкашу тăвассине сирсе яма вăхăтра мерăсем йышăнни çăлса хăварчĕ. Çамрăксемпе кашнинпех профилактика ĕçне йĕркелесе ирттернĕ, çул çитмен ачасен амăшĕсене çирĕп асăрхаттарнă. Палăртнă çамрăксенчен пĕри те малтанласах йĕркене пăснă  тĕслĕх туман», - тесе каласа хăварнă Сергей Семенов. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов çамрăксем хушшинче йĕркене пăсассинчен асăрханса тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелеме каланă. Çитĕнекен çамрăк ăру пушă вăхăта усăллă ирттертĕр тесе сахал мар тĕрлĕ мероприятисем йĕркелесе пынине асăннă. Чваш Ен Пуçлăхĕ канашлăва пухăннă вĕренӳ учрежденийĕсен ертӳçисене хăйсем йĕркелесе ирттерекен ĕçсем пирки каласа кăтартма хушнă. Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче, полици ĕçченĕсем юпа уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче тытнă çамрăксем пур те тенĕ пекех тĕрлĕ факультетсенче вĕреннине каланă. Маларах çак ачасем хăйсене пĕрре те япăх енпе кăтартманнине палăртнă. Малашне асăннă ыйтăва çирĕп тĕрĕслесе тăма ЧГУ ректорĕсен канашĕ хăй çине яваплăх илесси пирки, профилактика ĕçĕсене тăтăшах йĕркелеме шантарать», - тенĕ Андрей Александров. Шупашкарти Кооператив институчĕн ректорĕ Валерий Андреев хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри ШĔМ тачă çыхăнура ĕçлеме сĕннĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри ШĔМ оперативлăхне пула, инкексенчен хăтăлма май килнине асăннă. Малалла татах кану вăхăчĕсем çывхарса килеççĕ. Асăннă ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть.   Çамрăксене спорта çӳреме пур услови те çителĕклĕ таран йĕркеленĕ. Паян çамрăксен право йĕркине ан пăсччĕр тесе, ытларах вĕсене спорта явăçтарма тăрăшмалла. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Китай Халăх Республикине ĕçлĕ визитпа кайса килни пирки каласа кăтартнă. Чăваш Енрен кайнă делегаци  Сычуань провинцин Чэнду хулинче пулнă, халăхсем хушшинче иртнĕ Коопераци форумĕн куравне хутшăннă.  Иван Моторин Китай партнересемпе тĕл пулнă. Вĕсем Чăваш Енре агропромышленноçе аталантарассипе агропарк хута яма палăртаççĕ. Пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса ĕçлесе, республикăра çĕнĕ проектсене пурнăçа кĕртесси пирки те канашланă. Унсăр пуçне Иван Моторин провинци губернаторĕпе Вей Хонпа тĕл пулнă, социаллă экономикăна аталантарассипе суту-илӳ енĕпе ыйтусене пăхса тухнă. 80 млн. халăх пурăнакан Сычуань провинципе тачă çыхăнса ĕçлени, пире малашне аталанса пыма вăй кӳнине, ял хуçалăхне, промышленноçа çӳлерех çĕклеме вăй-хăват панине асăннă. Паллах, çакăн пек пысăк ĕçсене йĕркелесе ирттересси, вĕсен чĕлхине пĕлнипе те çыхăннă. Лайăхрах чĕлхе пуянлăхне ăша хывас тесессĕн, Чăваш Енри вĕренӳ учрежденийĕсенче китайсен чĕлхине вĕренме ятарлă курссем уçма палăрнă.

 



27 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter