Çеçпĕл уйăхлăхĕ пырать

Чỹк уйăхĕн 16-мĕшĕнче пирĕн кăвар чĕреллĕ сăвăçăмăр Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 115 çул çитет. Çавна май юпа уйăхĕн 16-мĕшĕнче хамăрпа кỹршĕллĕ Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнчи культура çуртĕнче Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕпе "Чăвашлăх управçи" хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ ЧНКн "Вĕрентỹ комитечĕ" хутшăннипе вырăна тухса лару ирттернĕ, Çеçпĕл Мишшин уйăхлăхне уçнă.

Хăнасем пирваях Çеçпĕл Мишшин музейĕнче тата асăну комплексĕнче пулнă, унăн палăкĕ умне чечексем хунă. Лару ялти вăтам шкулта 5_8-мĕш классенче вĕренекенсем поэт сăввисенчен хатĕрленĕ литература монтажĕпе пуçланнă. Çулăмлă сăвăсем, хăйĕн юратăвĕ Анастасия Червякова патне çырнă çырусен сыпăкĕсем, "Шĕкĕр" тата "Кăвар чĕре" ансамбльсен юрри-кĕвви курав залне пухăннă чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен, ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен канашĕн членĕсен, ытти çынсен чунĕсене хускатнă.

Ларăва Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитечĕн ертỹçи Н.Петрова ертсе пынă. Унта чăвашлăха аталантарас ĕçри паянхи тивĕç, Çеçпĕл Мишши пултарулăхĕнчи тата ку чухнехи чăваш хĕрарăмĕ, вĕрентỹпе культура тытăмĕнче чăвашлăха вăйлатас ĕçри вырăнĕпе тỹпи тата ытти темăсемпе докладсем тунă, сăмах каланă.

В.ИВАНОВ. (Тавай районĕ)



28 октября 2014
11:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter