Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри Художниксен пĕрлешĕвĕн членĕсемпе тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн» Пĕтĕм Раççейри пултарулăх обществин организацийĕн   Чăваш Республикинчи художниксен пĕрлешĕвĕн регионти уйрăмĕн членĕсемпе ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. Художниксене вĕсен пултарулăхĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă. «Палăртса хăварасшăн, Раççей Президенчĕ палăртнă Культура çулталăкне эпир кирлĕ пек çитĕнӳсемпе ăнăçлă вĕçлетпĕр. Сахал мар культура учрежденийĕсене юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Йывăрлăхсене пăхмасăрах, ялсенче çĕнĕ культура çурчĕсем хута каяççĕ. Паянхи çамрăксенчен кашни хăйсен тăрăхĕсенче капмар та илемлĕ культура çурчĕсене çĕклесе лартма ыйтатççĕ. Юлашки 2-3 çул хушшинче çĕнĕ палăксем те сахал мар хăпартнă.  Паян, пур çавăн пек предпринимательсем, хăйсен укçине шеллемесĕрех ырă йăлана тытса пырас ĕçе, çитĕнекен ăрăва мăн асаттемĕрсем халалласа хăварнă йăла-йĕркене тытса пырас ĕçе малалла тăсма пăхаççĕ. Палăксем тăвас ĕçре те хастар хутшнаççĕ. Тăван çĕр-шыва, атте-аннене, çывăх çыннăмăрсене хисеплеме мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас ĕçре те витĕм кӳме тăрăшаççĕ. Ку чи пахи. Ачасене воспитани парас ĕçре чи кирли - хамăр историне пĕлсе, Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентесси», - тесе пĕтĕмлетсе каланă хăйĕн сăмахне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикинчи художниксен пĕрлешĕвĕн правлени председателĕ, РФ халăх художникĕ, Раççей академи художникĕсен членĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ, художник-монументалист, живописец, график  Ревель Федоров хăйĕн сăмахĕнче Атăлçи тăрăхĕнче Чăваш Енри художниксен пĕрлешĕвĕ чи лайăх, малта ертсе пыракан ушкăн пулнине асăннă. Паллă пĕрлешӳре пурĕ 150 ытла çын вăй хурать. 2015 çулта пĕрлешӳ хăйĕн 80 çул тултарнине анлăн паллă тума хатĕрленет. 1994-1995 çулсенче Чăваш Республикинчи Художниксен пĕрлешĕвне  муниципалитет çинче шутланакан куçман пурлăха пултарулăха аталантарса пыма каялла тавăрса памалла мар ятарлă вырăн уйăрса панă пулнă. 2011 çулта çак вырăнсене аренда шучĕпе куçарма ĕç хучĕсене йĕркелеме палăртнă. Çакăн пек йышăну художниксене тӳрех хумхантарса янă. Хула ертӳлĕхпе калаçу ирттернĕ хыççăн, 2012 çулта çак ятарлă вырăнсене художниксене усă курма 5 çуллăха тăсса панă пулнă.  Унăн палăртнă вăхăчĕ 2017 çул çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен. Художниксен пĕрлешĕвĕн правленийĕн председателĕ çак кĕске вăхăта йышăннипе кăмăллах пулман, ăна 25 çула çити тăсма ыйту тăратнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăнну ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме Шупашкар хула ертӳрĕхне хушса хăварнă. Хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннипе, çулсерен икшер палăк уçма май килнине асăннă. Тата палăртса хунисем хисепĕнче – Геннадий Волков тата Алексей Крылов ячĕпе уçма хатĕрленнисем. Малашлăхра Никита Бичурин, Ефрем купца, ĕç мухтавĕн аллейине те уçассине палăртса хунă. РФ, Пушкăртпа Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Нагорнов урамра скульпторсен музейне йĕркелеме сĕнет. Çакнашкал ырă ĕçе Пенза хулинчи «Легенда» парка тĕпе хурса йĕркелесшĕн. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шухăша ырласа Атăл тăрăхĕнче уçма тай май тупассине каланă. Чăваш Енри художниксен фондчĕн директорĕ  Владимир Мудров «Чувашкабель» завочĕн малтанласа пулнă директорĕ Алексей Куклева халалласа унăн кĕлеткине ăсталнине каланă. РФ тава тивĕçлĕ художникĕ, Чăваш Республикин халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн икĕ хутчен пулнă лауреачĕ, художник-ювелир, медальер, геральдист, кăкăр çине çакмалли Чăваш Республикин наградисен ăсчахĕ, тĕлĕнмелле илемлĕ те илĕртӳллĕ чăваш тĕррисене, илемлĕх паллисене ăсталаканĕ  Владислав Николаев асăннă хăй ĕçĕсене малалла тăсма сĕнет.   РФ тата Чăваш Республикин, Тутарсен паллă ӳнерçи, Чăваш Республикин Патшалăх премине виçĕ хутчен илме тивĕçлĕ пулнă, гуманитарипе лдитература ăсчахĕ, Чăваш Енри Художниксен пĕрлешĕвĕн членĕ  Алексей Трофимов  паллă пулăма хатĕрленсе ятарлă открыткăсем калăплама сĕнет, альбом ĕçне те йĕркелесшĕн. Республика Пуçлăхĕ асăннă ыйтусемпе кулленех ĕçлесе пыма хушнă. Чăваш халăхĕн ырă ятне малалла тăсас тесессĕн, ырми-канми вăй хурса, çитĕнекен ăрăва ырă тĕслĕх парнелесе хăвармаллине каланă.  «Эпĕ, сире пурсăра та чĕререн тав тăватăп. Сирĕн шухăшăра яланах асра тытăпăр, енчен те республикăра пурăнакан кашни çын хăйĕн тăван тавралăхĕшĕн тăрăшать пулсассăн, эпир йывăрлăхсене нимĕн иккеленмесĕрех сирсе яма пултарăпăр», - тесе уççăммăн палăртнă, калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 Тĕплĕнрех



28 октября 2014
16:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter