Шупашкарта Воробьев композиторсен урамĕпе иртекен реконструкциленнĕ çул уçăлнă

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Воробьев композиторĕсен урамĕнчи автомашина çулне реконструкци ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ хыççăнхи ĕçсемпе паллашнă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов, хула ертӳлĕхĕ хутшăннă. Шупашкарти çул-йĕр тытăмĕнчи, палăртнă лаптăк, тĕп шăнăр пулса тăрать. Организацисенче вăй хуракансене, çăмăлах мар çул-йĕр лаптăкне реконструкци ĕçне тĕплĕн вĕçленĕшĕн тав тунă. Яваплăха туйса ĕçлени куç кĕретех, çула пахалăх енчен çӳллĕ шайра пурнăçланине палăртса хăварнă. «Çĕнĕрен те çĕнĕ çулсем хута каяççĕ. Машинăсемпе çӳрекенсем çакна аван туяççĕ. Çул-йĕрсен культури ӳссех пырать», - тесе çирппĕн каланă Михаил Игнатьев. Çĕрсем айĕпе газ пăрăхĕсем хывакан тата юсакан «Газпром газораспределение Чебоксары» АУО филиалĕн аслă мастерне Сергей Макарова, «Чувашавтодор» АУО ĕçлекен Галина Саливановăна, «Чувашавтодор»  АУО ĕçлекенсене Дмитрий Семакинпа Сергей Сергеева   Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете парса хисеп тунă. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче, Шупашкарти çулсене сарма кăçалхи çул миллиард тенкĕ патнелле уйăрнине каланă. Республика Пуçлăхне, республикăн тĕп хулине, çакăн пек пысăк витĕм кӳрсе пынишĕн чĕререн тав тунă. Республикăри, чи яваплă çула реконструкци ĕçне йĕркелеме 90 млн. тенкĕ патнелле тăкакланине палăртнă. Иртсе çӳремелли çул самай сарăлнă, машинăсемшĕн, çынсемшĕн те питĕ меллĕ. «Чувашавтодор» АУО тата субподрядчиксем палăртнă объект ĕçне кĕске вăхăтрах пурнăçланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă çул лаптăкĕн икĕ енне те пăхса çаврăннă, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе çывăхри çуртсенче пурăнакансем еплерех тăрăшнипе кăсăкланнă. Таксисемпе çӳрекенсен сĕнĕвĕсене итленĕ, çынсемпе курнăçнă хыççăн, хула администрацийĕн ертӳлĕхне кирлĕ пек сĕнӳсем парса хăварнă. Тĕплĕнрех



03 октября 2014
17:21
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter