Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинчи патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри - вĕренӳ тытăмне аталантарассипе модернизацилесси

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн Культурăпа халăх пултарулăхĕн керменĕнче Учительсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятие хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ педагогсен пĕрлешĕвне маттур ĕçлесе пынишĕн тав сăмахĕсем каланă,  Раççей Федерацийĕпе Чăваш Республикинче патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕсенчен пĕри, вĕренӳ тытăмне модернизацилессипе аталантарасси пулнине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче,  2015 çулта вĕренӳ тытăмне республика бюджетĕнчен чи пысăк укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă. «Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджетĕнче 2009 çулхипе танлаштарсан, вĕренӳ тытăмне укçа уйăрасси 1,7 хут ытларах ӳснĕ», - тесе каланă Пуçлăх.   Чăваш Енре юлашки çулсенче вĕренӳ тытăмĕнче самай лайăх кăтартусем пулни пурне те савăнтарать. Патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменне тытассипе, Раççейри вăтам кăтартуран, çулсерен  Чăваш Ен пысăкрах пулни пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Пĕтĕм Раççей шайĕнче йĕркелесе ирттерекен конкурссемпе олимпиадăсенче хутшăнса мала тухнă ачасен хисепĕ те çулсерен ӳссех пырать. 2014 çулта Чăваш Енрен 22 ача хăйсен пĕлӳ шайне, Раççейри конкурссене хутшăнса, çĕнтерӳçĕ ята илнĕ. Кăçалхи çул, республикăри 10 педагог, конкурссенче çĕнтерсе, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн премине илме тивĕçлĕ пулнă. Уяв мероприятийĕнче ĕçре хастар пулнисене, патшалăх наградисене парса хавхалантарнă. Шупашкарти электромеханика колледжĕн директорне Алексей Судленкова Чăваш Республики умĕнчи тивĕçсемшĕн Орден медальпе чысланă. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учитель хисеплĕ ята Çĕмĕрле хулинчи 1-мĕш №-лĕ шкулта вăй хуракан Галина Алексеева, Красноармейски районĕнче пĕтĕмĕшле вăтам  пĕлӳ паракан шкулта ĕçлекен Иван Матвеев тата 3-мĕш №-лĕ лицейре ĕçлекен учитель Ирина Васильева тивĕçнĕ. Чăваш Республикин вĕренĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ хисеплĕ ята 2-мĕш №-лĕ лицей директорне Татьяна Петровăна парса хавхалантарнă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ята  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов тивĕçнĕ. 2014 ҫулта республикӑри 10 педагог Раҫҫей Феде­ра­ци­йӗн Пре­зиденчӗн 200 пинлӗх премине ҫӗнсе илме ирттерекен Пӗтӗм Раҫ­ҫейри  кон­к­урс ҫӗнтерӳҫи ятне тивӗҫнӗ. Вĕсем: Шупашкарти 10-мĕш №-лĕ шкулта ĕçлекен учитель Надежда Григорьева,  Ельчĕкри вăтам шкулта вăй хуракан физика учителĕ Алексей Данилов, Куславккари вăтам плӳ паракан 3-мĕш №-лĕ  шкулта чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса вăй хуракан  Валентина Ефимова, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш №-лĕ лицейре ĕçлекен Надежда Захарова, Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш №-лĕ лицейре  ĕçлекен биологи учителĕ Надежда Захарова,   Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш №-лĕ гимназири вырăс чĕлхипе литература учителĕ  Марина Картозия, Шупашкарти 4-мĕш №-лĕ  лицейри хими учителĕ Евгений Лаптев,  Тăвай вăтам шкулĕнче географипе экономикăна вĕрентекен  Елена Павлова, Шупашкарти 2-мĕш №-лĕ лицейре биологине вĕрентекен Лариса Тихонова, Улатăрти вăтам шкулта ĕçлекен историпе экономика учителĕ  Тамара Тренюшева, Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ гимназире вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Надежда Горашова тивĕçнĕ. Надежда Горашова республика ертӳлĕхне пухăннă педагогсен ячĕпе, тав сăмахĕсем каланă. «Пирĕн ĕçлес туйăма, Эсир вăй кӳрсе пыратăр. Тавах, çакăн пек пысăк тимлĕх уйăрнишĕн. Питĕ вырăнлă, вĕренӳ тытăмĕ патшалăх политикин тĕп шăнăрĕ пулни. Пирĕн çӳллĕрен те çӳллĕ ӳсĕмсем туса пыма вăй-хал çуралса пырать», - тесе каланă хисеплĕ учитель.  Республика Пуçлăхĕ Чăваш Республикин патшалăх символикиллĕ сехете 2013-2014 çулсенче лайăх ӳсĕмсемпе ĕçлесе пынă, Раççейри 500 чи лайăх шкулсем шутне кĕнĕ шкул директорĕсене парса чысланă. Республикӑри 6 вӗ­ренӳ учрежденийӗ – Шу­паш­карти 3-мӗшпе 4-мӗш лицейсем, 1-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш гим­назисем, Ҫӗ­нӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази – Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул йыш­не кӗчӗ. Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри тата Па­тӑрье­лӗнчи 1-мӗш шкулсем, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулпа Вӑрнарти 2-мӗш шкул вара – ҫӗр-шыври ял ҫӗрӗнчи чи лайӑх ик ҫӗр шкул шутӗнче. Учительсен кунне халалласа ирттернĕ мероприятинче, учитель ушкăнĕсен хор пĕтĕмлетĕвĕн конкурсĕ иртнĕ. Тĕплĕнрех



03 октября 2014
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter