Элĕк районĕ: ларура - çивĕч ыйтусем

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче район администрацийĕнче депутатсен Пухăвĕн пиллĕкмĕш созыври черетсĕр ларăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пай тата управлени ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, организацисемпе предприятисен ертÿçисем хутшăнчĕç. Ларура виçĕ ыйту пăхса тухрĕç.

Лару пуçламăшĕнче ăшăпа тивĕçтерекен энерги ресурсĕсен парăмĕ çинчен калаçу пуçарчĕç. «Теплоэнергосервис» обществăн директорĕ Василий Кудрявцев парăм пурри çинчен тата унпа еплерех татăлмалли çинчен каларĕ.

Çавăн пекех ларура район администрацийĕн харпăрлăхĕнчи куçман пурлăха залога парас ыйтăва çĕклерĕç. Халăх суйлавçисем награда материалне пăхса тухрĕç.

 



30 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter