Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Военно-Промышленный Банк» АКБ директорсен канашĕн Председателĕпе Юрий Колтокпа тĕл пулнă

 Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Военно-Промышленный Банк» ООО АКБ директорсен канашĕн акционерсен хупă пĕрлешĕвĕн Председателĕпе Юрий Колтокпа ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелесе ирттернĕ.  Тĕл пулăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин экономика минирстрĕ Владимир Аврелькин, АКБ Правленийĕн Председателĕн çумĕ Наталья Масюкова, «Экоклинкер» тулли мар яваплă пĕрлешӳĕвĕн генеральнăй директорĕ Александр Краснов хутшăннă. Калаçу саманĕнче Çĕнĕ Шупашкарта  инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессин ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. «Военно-Промышленным Банком» тата Чăваш Енри предпринимательсем хушшинчи килĕшĕве тытса пырасси пирки сăмах пуçарнă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче «Военно-Промышленного Банка» ертӳлĕхне малашне те çакăн пек ăнланса ĕçлеме, бизнеса ĕненсе, республикăна шаннишĕн, пирĕн тăрăхри предпринимательсем тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынине ĕненнишĕн тав тунă.  Юрий Колток та хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне ырланă, импорт таварĕсене аталантарас ыйту çине тимлĕх уйăрнишĕн, производствăна аталантарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе панишĕн хисеплесе тав тунă. «Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче, «Экоклинкер» завод хута каять. Проект питĕ илĕртӳллĕ. Малашне те ку енĕпе ĕçлесе пырăпăр. Пирĕншĕн, Чăваш Республикинче ĕçлени пысăк хисеп. Нимĕн пытармасăрах калама пултаратăп, Чăваш Ен чăнласах та юлашки çулсенче çуталса лайăхланса, ӳссе кайрĕ», - тесе каланă Юрий Колток. Вăл çавăн пекех чăваш Республикинчи промышленноç секторĕпе «Военно-Промышленного Банка» хушшинче килĕшсе ĕçлесси пирки ыйтусем тавра калаçу пуçарнă. Пĕтĕмĕшле палăртас пулсан, Чăваш Енре экономикăна инвестици хывмаллин калăпăшĕ 3 млрд. тенкĕпе танлашĕ. Тĕплĕнрех



30 октября 2014
09:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter