Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинчи терроризма хирĕç кĕрешекен комиссийĕн  кулленхи черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – терроризм тата экстремизма хирĕç кĕрешес ĕç еплерех пурнăçланнă пирки канашласси пулнă. Чăваш Республикин культура министрĕ Вадим Ефимов хăйĕн доклатĕнче религи конфессийĕпе республикăри  тĕрлĕ наци культурисем пĕр пĕринпе килĕшсе ĕçленин ыйтăвĕсем пирки каласа кăтартнă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Енре нацисем хушшинчи килĕшӳ çирĕп пурнăçланать. Республика Пуçлăхĕ çакнашкал ыйтусемпе куллен эффективлă ĕçлесе пымаллине çирĕп каланă. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов хăйĕн сăмахĕнче çамрăксен тĕрлĕ пĕрлешĕвĕсенче ытларах инкек тăвассинчен асăрханса профилактика ĕçĕсене йĕркелеме сĕнет. Ку пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăнать. Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче пурĕ  çамрăксемпе ача-пăчасен 57 ушкăнне регистрациленине каланă, унсăр пуçне регистрацилеменнисем 330 яхăн çамрăксен ушкăнĕсем,  2450 ачасен пĕрлешĕвĕсене шута илменнисем пурри çинчен пĕлтернĕ. Çаксем пĕри те официаллă майпа регистрацилленмен. Паян çамрăксене обществăлла ĕçсене явăçтарасси ĕç активлă пурнăçланать. 2014 çулта 1,6 пин команда йĕркеленĕ, вĕсенче 43,5 пин. волонтер вăй хурать. Чи ăнăçлă проектсенчен пĕри  - «Волонтерсен шкулĕ». Вĕсем, хăйсене «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» пĕтĕм Раççейри спорт форумĕнче те ырă енпе çирĕплетрĕç. Чăваш Енри волонтерсем пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене ытларах ĕçе явăçтармаллине, обществăлла проектсене кĕртмеллине асăннă. Çак паллă ĕçсене Атăл тăрăхĕнчи федераллă округри РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич та ырласа пурнăçа кĕртме хушнă. Чăваш Республикин информаци политикин министĕн çумĕ Алексей Новиков терроризма хирĕç кĕрешсе информаци тĕлĕшĕнчен ĕçлесе пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикинчи террористсене хирĕçле кĕрешекен комиссийĕн ертӳçи Олег Павлов хăйĕн доклатĕнче 2014 çулта йĕркелесе иртернĕ ĕçсем пирки чарăнса тăнă, 2015 çул ĕç планĕ  çинчен каласа кăтартнă. Канашлăва пухăннисем Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ çывхарса килнине палăртнă. Уявсенче йĕркене çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине, инкексем тăвассинчен асăрханса пĕрне-пĕри хыпарсене пĕлтермеллине, республикăра лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушса хăварнă. Тĕплĕнрех 



30 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter