Элĕк районĕ: агропромышленноçа 38,4 миллион тенкĕ янă

Патшалăх ял хуçалăхне аталанма, халăха ĕç вырăнĕсем тупса пама, çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшу парать. Патшалăх программипе килĕшÿллĕн 9 уйăхра ял хуçалăхĕнче тавар туса илекенсене 38,4 миллион субсиди панă. Вĕсенчен федераци бюджетĕнчен - 25,7 миллион, республикăран - 12,7 миллион. Бюджет укçипе ял хуçалăх предприятийĕсем кредит процентне тÿленĕ, ăратлă выльăх туяннă, элитлă вăрлăх илнĕ, çĕр пахалăхне лайăхлатнă, фермерсене çĕнĕ ĕç пуçарнă чухне пулăшнă.



31 октября 2014
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter