Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта «Экоклинкер» тулли мар яваплă пĕрлешĕве торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнĕ Шупашкарта «Экоклинкер» тулли мар яваплă пĕрлешĕве торжествăлла майпа уçнă пулăма хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Çĕнĕ Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, «Военно-Промышленный Банк»  АКБ директорсен канашĕн Председателĕ Юрий Колток хутшăннă. Заводăн строительство ĕçне  «Военно-Промышленный Банк» АКБ пысăк витĕм кӳнипе çĕклесе лартнă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче чăваш предпринимателĕсемпе банк пĕр чĕлхе тупнине кура, проекта пурнăçа кĕртме май килнине, малашлăхра объект тухăç илсе килесси те куç кĕретех пулнине асăннă. «Çĕнĕ Шупашкаршăн лайăх çулсем уçăлчĕç. Тепĕр енчен калас пулсан, пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем çынсем валли уçăлĕç. Ку чи пахи. Халăха пысăк шалупа тивĕçтерни те самай пĕлтерĕшлĕ», - тесе уççăммăн каланă Михаил Игнатьев.  «Хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан линисем çинче калăпланакан таварсем Раççейĕпе илес пулсан та ниçта та çук. Импорт пирки ытларах калаçнă май, шăпах та çакнашкал ĕçе йĕркелесе яни аван. Калăпăр, таварсене малтанласа Евросоюз çĕр-шывĕсенчен кӳрсе килнĕ пулнă, халĕ вара хамăр патĕнчех калăпланĕç», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Юрий Колток республика ертӳлĕхне тав сăмахĕ каланă. Вăл палăртнă тăрăх, заводра ĕçлеме кирлĕ пек условисене çителĕклĕ таран уйăрса панине асăннă. Вĕсем патĕнче калăпланса тухакан таварсем Чăваш Енре çеç мар, Раççей Федерацийĕн ытти регионĕсенче те усă курма тытăнассине нимĕн иккеленмесĕрех уйрăммăн палăртнă. «Экоклинкер» ООО генеральнăй директорĕ Александр Краснов асăннă шухăша пурнăçа кĕртессипе 2009 çултанах ĕçленине палăртнă. Инвестицилле  проект пурнăçланнă, малашлăхра çакăн йышши тата та икĕ комплекс Чăваш Енре хута яма палăртаççĕ. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра бизнес тата ĕçлĕ климат лайăх пултăр тесе сахал мар ĕçсем пурнăçласа пынине палăртнă. «Эпĕ уççăммăнах калама пултаратăп. Хам мĕн шантарса каланине пĕтĕмпех пурнăçласа пынă. Пур паредпринимательсем валли те пĕр пек условисем пулмалла. Республика ертӳлĕхĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕ, министрсемпе район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсем – пур те предпринимательсен пулăшуçисем пулмалла. Мĕншĕн тесен, паянхи предпринимательсем хăйсене шеллемесĕр, мĕн кирлине пĕтĕмпех тума тăрăшаççĕ,  пурлăхĕпе укçи-тенкине те май килнĕ таран пĕтĕмпех бизнес ĕçне куçараççĕ, çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем хута яраççĕ. Енчен те вĕсем ыранхи куна шанса ĕçлеççĕ пулсан, вĕсен кăмăлĕ те ырă енне улшăнасси ку кĕретех. Проектсене пурнăçа кĕртсе пыни – пуриншĕн те паха, халăх валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç!», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Юрий Колток инвестицилле проекта пурнăçа кĕртме май килнишĕн чăнласах та савăнни пирки хăй шухăшне пĕлтернĕ. «ВПБ» АКБшăн Чăваш Ен çĕнĕ регион шутланать. «Банк çĕр-шыв умĕнче яваплăха туять. Пирĕн пурсăмăрăн та, çитĕнекен ăру валли промышленноç енчен вăйлă аталанса пыракан çĕр-шыв йĕркелесе памалла. Пире те хăй вăхăтĕнче çирĕп те вăйлă экономиккăллă Раççей халалласа хăварнă. Чăваш Енре ĕçлеме мĕн тери аван условисем йĕркеленĕ. Ку пĕтĕмпех паллă, Шупашкар хулипе юнашкар производство аталанни  те çирĕплетсе парать.   Пире кунта лайăх пуласлăхлă заводсене кăтартрĕç. Эпир, малашне те Чăваш Енри производствăсене пулăшма хатĕр», - тесе каланă вăл. Производство комплексне Çĕнĕ Шупашкарта хута янă. Вăл икĕ заводран тăрать. Тĕрлĕ плиткăсем калăплассипе тимлет. Инвестицилле объекта пурнăçа кĕртме 855 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Заводра таварсене пысăк технологие пăхăнса калăплама шантараççĕ. Вĕсем патнĕнче тухакан плиткăсемпе пур объектсенче те усă курма меллĕ, пысăк сивĕре те тавар пахалăхĕ упранĕ. Тĕплĕнрех



31 октября 2014
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter