Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче ирттернĕ «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче хăйсене ăста кăтартнă ĕçчешсене тата мероприятисене йĕркелеме пулăшнă çынсене наградăсем парса чысланă

 Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче  ирттернĕ «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче хăйсене маттур та ăста кăтартнă ĕçчешсене тата мероприятисене йĕркелеме пулăшнă çынсене наградăсем парса хавхалантарнă. Чи малтанах мероприятие пуçличчен, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пурне те çывхарса килекен Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламланă. Пурне те ҫирӗп сывлӑх, мӗн пур ырӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, чун ҫура­ҫу­лӑхне, юрату, телей тата ырлӑх, çемьесенче ăнланулăх суннă. Калама çук питĕ пысăк спорт мероприятине йĕркелесе ирттерме пулăшнисене, форум ĕçне хутшăннисене тав тунă. «Хамăр çине илнĕ яваплăха туйса, тĕллевсене кирлĕ пек пĕтĕмпех пурнăçларăмăр. Кун пирки Раççей Президенчĕ  Владимир Путин, РФ Правительствин членĕсем, тĕрлĕ спорт федерацисен ертӳçисем, олимп чемпионĕсем, пур килнĕ хăна та  çирĕплетсех каларĕç. Халĕ ырă мероприяти пулăмĕсем пирки тĕрлĕ илĕртӳллĕ сăн ӳкерчĕксен пуххисене, фильмсем ӳкермелле. Чăваш Ен историшĕн ĕмĕр манми пулăм тăрса юлтăр», - тесе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Хăнасене ырă чунпа кĕтсе илнишĕн пурне те тав тунă. Форум ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, ĕçре хастаррисене наградăсем парса хавхалантарнă. Чăваш Республикин  Указĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе ĕçри çитĕнӳсемшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн пресс-секретарьне Михаил Вансяцкийне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин пĕрремĕш çумне – Администрацийĕн шалти политикине тытса тăракан Управленийĕн пуçлăхне Юрий Васильева, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администраци Ертӳçин çумне – Администраци ĕçĕсене йĕркелесе пыракан Управленийĕн пуçлăхне Сергей Вязовскийне парса чысланă.  Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе алла çыхмалли сехете Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрациче ĕçлекенсем, республикăри тĕрлĕ предприятисемпе организацисен ертӳçисем, спорт учрежденийĕсенче тимлекенсем, МИХ тăрăшакансем тата ыттисем те тивĕçнĕ.    Тĕплĕнрех



31 октября 2014
11:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter