Пĕрлехи вăйпа чиркÿ çĕклетпĕр

Чăваш халăхĕ мĕн ĕлĕкренех çÿлти вăйсене тĕпе хунă. Чиркÿсем тăвас ĕçе йышпа хутшăннă. Çак пархатарлă ĕçе тÿпе хывакана малашлăхра ырăпа таврăнасса ĕненнĕ. Паян та çак йăла-йĕрке манăçман-ха, нумайăшĕ халĕ те тĕпе хураççĕ ăна. Элĕкри Таса Турă амăшĕн Успени чиркĕвне тăвассипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Пархатарлă ĕçе кашниех хăйĕн тÿпине хывма тăрăшать. Предприятисемпе организацисенче тăрăшакансем пĕр кунхи шалăва пухса чиркĕве куçарса панă. Районта пурăнакан уйрăм çынсем те çак ыр кăмăллăх акцине йышлăн хутшăннă. Иртнĕ кунсенче Элĕкри иккĕмĕш номерлĕ «Хĕвел» ача сачĕн коллективĕ те Успени чиркĕвне 4300 тенкĕ куçарнă. Çак ĕçрен «Пурнăç çулĕпе» хаçат редакцийĕн коллективĕ те юлмарĕ, 2960 тенкĕ хыврĕ.

 



31 октября 2014
09:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter