Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республикăри мĕн пур çынсене Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе саламланă

 Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева тата республикăри мĕн пур çынсене Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗ ячӗпе чӗререн саламланă. "Раççей халăх пĕрлĕхĕн йăлисемпе яланах вăйлă пулнă - аслă тата пархатарлă тĕллевсем тавра, çĕр-шывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕн ячĕпе чăмăртаннă. Тăван çĕр-шыва юратасси, наци историне, вăрçăри паттăрлăха, аслă ăрусен ĕçри çитĕнĕвĕсене хисеплесси ĕмĕртен ĕмĕре, ăруран ăрăва куçса пынă. Çакă пирĕн патшалăхăн çирĕп никĕсĕ пулса тăрать, çĕр-шыв умĕнче тăракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлама пулăшать. Сире палăртнă плансене пурнăçлама тата пĕтĕм ыррине сунатăп",  – тесе çырнă хăйĕн салам йĕркисенче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ  Владимир Путин.



31 октября 2014
07:48
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter