Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Вӗрентекенсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ  вӗрентекенӗсем!

 

Сире професси уявӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан  саламлатӑп!

Вӗрентекен ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ, сумлӑ тата яваплӑ. Педагогӑн та­рӑн ӑсӗ, ӑнкарулӑхӗпе чун тараватлӑхӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене ырӑ ма­ла­ш­лӑх пиллет.

Чӑваш Республикинчи хальхи вӑхӑтри патшалӑх политики пӗлӳ ты­тӑмне ҫӗнетессине, вӗренӳ учрежденийӗсенче пул­таруллӑ, хӑйсен пӗлӗ­вӗ­пе тулин усӑ курма пултаракан ҫам­рӑксене вӗрентсе хатӗр­лемелли май­сем  йӗркелессине тӗпе хурать.

Чӑваш Ен вӗрентекенӗсен ҫитӗнӗвӗсем федераци шайӗнче ти­вӗҫлӗ хак илчӗҫ. 2014 ҫулта республикӑри 10 педагог Раҫҫей Феде­ра­ци­йӗн Пре­зиденчӗн 200 пинлӗх премине ҫӗнсе илме ирттерекен Пӗтӗм Раҫ­ҫейри  кон­к­урс ҫӗнтерӳҫи ятне тивӗҫрӗ. Республикӑри 6 вӗ­ренӳ учрежденийӗ – Шу­паш­карти 3-мӗшпе 4-мӗш лицейсем, 1-мӗш, 4-мӗш тата 5-мӗш гим­назисем, Ҫӗ­нӗ Шупашкарти 6-мӗш гимнази – Раҫҫейри чи лайӑх 500 шкул йыш­не кӗчӗ. Элӗкри И.Я. Яковлев ячӗллӗ шкул, Йӗпреҫри тата Па­тӑрье­лӗнчи 1-мӗш шкулсем, Вӑрмарти Г.Е. Егоров ячӗллӗ шкулпа Вӑрнарти 2-мӗш шкул вара – ҫӗр-шыври ял ҫӗрӗнчи чи лайӑх ик ҫӗр шкул шутӗнче.

Хаклӑ туссем! 

Чӑваш халӑхӗн аслӑ вӗрентӳҫи Иван Яковлев «вӗренсе ҫутӑлма те­лей туп­нӑ» ентешӗсене ҫакӑн пек чӗнсе каланӑ: «Вěренÿлěх пěлсе тăракан пур­­лăха пуçтарса, эсир хăвăрăн тăван халăхăр патне таврăнăр, вара патша­лăхра чăн лайăх этем мěнле пулмалли çинчен вěсене каласа ăнлантарăр; закон çинчен тата халăх хушшинче пулмалли тÿрěлěх çинчен вěрентěр».

Ҫак сӑмахсем уйрӑмах хальхи саманашӑн ҫивӗч пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен паян гражданлӑх, чыс тата совеҫ ӑнлавсем ҫӗнӗ вӑйпа тулса хӑ­ват­ланаҫҫӗ. Паянхи учитель пысӑк ӑсталӑхлӑ пӗлӳҫӗ кӑна пулмалла мар. Пе­дагогӑн тӗп тӗллевӗ – Раҫҫей Федерацийӗн чӑн-чӑн гражданинне ҫи­тӗн­тересси, тӗрӗс йышӑнусем тума пӗлекен тата вӗ­сем­шӗн явап тыт­ма хатӗр ҫын­­на  пӗлӳ парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тухма хатӗрлесси. 

Сирӗн чӗрӗрте хӑвӑр ӗҫӗре пӗтӗм кӑмӑлтан килӗштернине палӑр­та­кан юрату хӗлхемӗ яланах ялкӑшса тӑтӑр, чунтан парӑнса тӑвакан ӗҫӗр ва­ра куллен савӑ­нӑҫ­па ырлӑх кӳтӗр!

Сире ҫирӗп сывлӑх, телей, ӑнӑҫу тата вӗренекенӗрсем тав тунине   ил­т­­сех тӑма сунатӑп!

 

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ                                                     Михаил Игнатьев



04 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter