Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ

Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин строительство министрĕн çумĕ Александр Герасимов тата Федераци налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертӳçин ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ  Ольга Никина пурăнмалли çурт-йĕр пурлăхне арендăна тăратнишĕн пухăнакан налук ыйтăвĕсем пирки  мониториг кăтартăвĕсем çинчен каласа кăтартнă. Кăтартусем тăрăх, республика территорийĕнче пурăнмалли çурт-йĕрсене арендăна парассин хисепĕ  2,8 пинрен те иртсе кайнă. Чи нумай хисеп – Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Улатăр хулинче, районсемпе илес пулсан: Çĕрпӳре, Красноармейскийĕнче, Муркашра. Интернетра куçман пурлăхсен мониторинг сайтĕнче Чăваш Енре, юпа уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне, 1,9 пин ытла пурăнмалли çурт-йĕрсене арендăна парасси çинчен ыйту тăратса çырнине палăртнă. Вĕсенчен Шупашкар хулинче – 80 процент, Çĕнĕ Шупашкарта -17 процент. Кунсăр пуçне куллен пĕр кунлăха хваттерсене арендăна пани çинчен  1,4 пин ытла ыйту тăратнине шута илнĕ, вĕсенчен 1,3 пинĕшĕ Шупашкар хулинче пулнине палăртнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, 2014 çулта пĕр пӳлĕмлĕ хваттере  çынсене арендăна парас пулсан, уйăхне 7,7 пин тенкĕ, икĕ пӳлĕмлĕ хваттер Чăваш Республикинче 10 пин тенкĕне çитнине палăртнă. Паллах, çак хваттере арендăна паракан çынсем деклараци памаççĕ, вĕсен айăпĕпе республика хыснине çулсерен вăтамран 20 млн. тенкĕ кĕмест. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче кулленех 7-8 пин хваттере хулара çынсем арендăна тăратнине асăннă. Енчен те çак хваттер хуçисем вăхăтра налуксем тӳлесе пырас пулсан,  çулталăкне хула бюджетне 80-100 млн. тенкĕ пуçтарăнма пултарнине асăннă. Республика Пуçлăхĕ палăртнă ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илме хушнă. «Хваттер хуçисем, паллах пурлăха арендăна пама пултараççĕ, анчах та вĕсен çакăн çинчен деклараци памалла, налук тӳлемелле», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Кирлĕ ыйтупа вырăнти депутатсен, мĕн пур çынсен пĕр-пĕринпе тачă çыхăну тытса, ыйтăва вырăнтан хускатма тăрăшмалла. Пухăннисем хутса ăшăтмалли тапхăрти ыйтусем пирки те канашланă. Чăваш Енри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ертӳçи Олег Бирюков хăйĕн доклатĕнче республикăри пур хуласемпе районсенче те ăшăпа тивĕçтернине каланă. Çав вăхăтрах Çĕмĕрле хулинче кăлтăксем пуррине палăртса хăварнă.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова  Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалласа ирттернĕ «Аслă ăру» декадăна йĕркелесе ирттернин кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Çак асăннă мероприятие пула, Чăваш Енре пур хуласемпе районсенче те тĕрлĕ пулăмсем пулса иртнине каланă. Ветерансемпе тĕл пулусем йĕркелесе ирттернине асăннă. Аслă çулсенчи ватăсем 108 пин мерприятисенче хутшăннă, вĕсем патне  Раççей Федераци Президенчĕ В.В.Путин ячĕпе салам çырăвĕсене илсе çитернĕ. Çуралнă кунпа йăлана кĕнĕ тăрăх, хĕрӳллĕн саламласа асăнмаллăх парнесем парса хавхалантарнă. Пĕччен пурăнакан ватă çынсене туяннă тĕрлĕ çимĕçсене пасарсенчен киле илсе çитерсе панă.  Сывлăха упрас тĕрлĕ учрежденийĕсене ятарлă кунсенче  тӳлевсĕр çӳреме ирĕк панă. Çакнашкал мероприятисене малашне те тăсса пыма палăртнă Алла Самойлова. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă ĕçсене хутшăннă мĕн-пур çынсене тав сăмахĕсем каланă, малашне те ветерансемпе тĕл пулусене тăтăшах йĕркелесе ирттерме сĕнсе хăварнă. Паянхи канашлура Вĕрентекенсен кунне халалласа ирттернĕ мероприяти ĕçĕсем пирки те каласа хăварнă. Кун çинчен тĕплĕнрех Чăваш Республикн вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов чарăнса тăнă.

 



06 октября 2014
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter