Кивĕ хваттерсенчен - çĕннине

Район администрацийĕ ума лартнă тĕллевсене пурнăçласах пырать. Халăха кивĕ тата авариллĕ кил-çуртран куçармалли программăпа килĕшÿллĕн юпа уйăхĕн иккĕмĕшĕнче Элĕкри 24 çынна çĕнĕ хваттер уççисем пачĕç. Тахçантанпах кĕтнĕ хваттерсемшĕн çынсем савăк кăмăлĕсене пытараймасăр пĕрин хыççăн тепри тенĕ пек район администрацийĕн пуçлăхне А.Куликова тата МСО ертÿçине С.Лаврентьева тав турĕç. ЧР çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ А.Кузьмин, район пуçлăхĕ В.Дубинин тата Элĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Ефремов çĕнĕ хваттер хуçисене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕç.

 



06 октября 2014
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter