Вĕренÿ ĕçĕнче палăрнăшăн-Хисеп хучĕсем

Çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунă, шкул ачин ăс-хакăлĕпе культурине ÿстерес тĕллевпе çĕнĕлĕхсемпе усă курнă педагогсене иртнĕ кунсенче Хисеп хучĕсемпе чысларĕç. Элĕкри пĕрремĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача сачĕн воспитательне  Ольга Алексеевăна*  И. Я. Яковлев ячĕллĕ Элĕк вăтам шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Ефремована* вĕренÿпе методика ĕçнĕ лайăх йĕркелесе пынăшăн   районти вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методистне  Людмила Кузнецовăна*  Чăваш Сурăм вăтам шкулĕн тĕп бухгалтерне Альбина Ивановăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин Хисеп хучĕсемпе чысларĕç.

Республикăра ачасемпе çамрăксен юрлас пултарулăхне ÿстерес тĕллевпе ирттернĕ «Уçă саслă ачалăх» фестиваль-конкурсра палăрнăшăн Элĕк вăтам шкулĕн хор ертÿçине Чăваш Республикин культура министерствин виççĕмĕш степеньлĕ дипломне панă.  



06 октября 2014
10:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter