Спортпа сывлăх кунĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕрпӳ районĕнче пулнă

 Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Спортпа сывлăх кунĕнче Çĕрпӳ районĕнче ирттернĕ хаваслă пулăма хутшăннă. Палăртнă мероприятие «Çĕрпӳ - спортпа туслă район» девиз ятпа йĕркелесе ирттернĕ. Спорт уявне Чăваш Республикин строительство мнистрĕ Олег Марков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вадим Николаев, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа тата тĕнче чемпионки, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн советикĕ Олимпиада Иванова, муниципалитет ертӳлĕхĕ пухăннă.   Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев официаллă хăнасемпе пĕрле велосипед çинче ярăнса, спорт урамĕпе иртнĕ. Кунта 13 ятарлă спорт вырăнне хатĕрленĕ. Мерприятисенче хăнасем хутшăнса, хăйсен кăмăлне тултарма пултарнă. Пуçтарăннă халăха валли кирлĕ пек спортăн тĕрлĕ енĕпе ăмăртусем йĕркелесе панă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнĕ стадиона уçнă пулăма хутшăннă. Асăннă объекта «Асамат» физкультурăпа спорт комплекс çывăхĕнче йĕркелесе яма май килнĕ. Çынсене спорт вăййисене ларса курма 500 вырăн хатĕрленĕ, питĕ меллĕ – футбол, хоккей ăмăртăвĕсене ирттерме аван. Стадиона Çĕрпӳ районĕн депутачĕсен Пухăвĕн йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, Раççейĕн тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, Европа тата тĕнче чемпионки, Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ, Чăваш Ен Пуçлăхĕн советикĕ Олимпиада Иванова ячĕпе йышăнса хăварнă.  Республика Пуçлăхĕ пухăннисене  çывхарса килекен «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ ячĕпе саламланă. Çакăн пек илемлĕ те пысăк стадион хута кайнишĕн савăнса, чĕререн тав тунă. Çакнашкал стадионсем çак муниципалитетра иккĕмĕш, шăпах çулталăк каялла, Чурачăк салинче çĕкленсе ларнă. Ял тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн, физкультурăпа спорта аталантарас тĕлĕшпе спорт объекчĕсене хута яни пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Эпир, çакăн пек вăйлă спорта кăмăл тунине кура, Чăваш Енре «Раççей – спорт – çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума йĕркелесе ирттерме ирĕк пачĕ.  Спорта ял тăрăхĕсенче тата хуласенче аталантарас тĕлĕшпе сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. Объектсем куç кĕретех пурне те савăнтараççĕ. Чăваш Енре пурăнакансенчен  37-46% куллен спорта çӳрет. Раççейри регионĕсемпе илес пулсан, Чăваш Енĕн кăтартăвĕ чи пысăкки. Çĕрпӳ районĕнче, республикăри пекех, ватти-вĕтти пур те спорта тухнă. Малашне те шансах тăратăп, сывă пурнăç йĕркине тытса пырас текенсен хисепĕ ӳсессе. Кахалланма çеç юрамасть», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Торжествăлла пулăмра Çĕрпӳ районĕн командине, XVI–мĕш Спартакиадăра шкул ачисем хушшинче йĕркелесе ирттернĕ спортăн 25 тĕсĕпе, мала тухнишĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Кубокне парса чысланă. Хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ стадионра чупнă, хăйĕнпе пĕрле старта тухма пурне те хавхалантарса янă. Спорт аэробикин илемлĕхне кăтартакан регионсем хушшинчи турнирти спортсменсене пăхса килленĕ, Чăваш Енĕн ăста çамрăк гимнасткисемпе курнăçнă. «Асамат» физкультурăпа спорт комплексĕнче М.Е. Красова  асăнса, пĕтĕм Раççей шайĕнче бокс турнирĕ иртнĕ. Тĕплĕнрех

 



06 октября 2014
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter