Кĕркуннехи призыв пуçланнă

Çемьере ывăл ача çуралсан "Салтака кайма юрăхлă пултăр", - тенĕ. Мĕн авалтан çапла пулнă, больницăран киле арçын ачана илсе килсен паян та çак сăмахсенех калаççĕ. Чăнах та, çирĕп сывлăхлă каччă салтака кайма тивĕç, унсăрăн çĕршыва кам хỹтĕлĕ? Анчах та хальхи вăхăтра çара каяссинчен тарса çỹрекен нумай.

Çара каясран пăрăнакансене Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 328-мĕш статйипе айăплаççĕ. Унпа килĕшỹллĕн призывран тарса çỹрекенсене 200 пин тенкĕ таран штраф пама, 2 çул таран ирĕксĕр ĕçлеме яма пултараççĕ. Акă, пĕлтĕр ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ Патăрьел районĕнче (9), Шăмăршă районĕнче (2), Елчĕк районĕнче (2), Комсомольски районĕнче (1) 14 уголовлă ĕç пуçарса суда ярса панă. Кăçалхи çул вара 17 уголовлă ĕç пуçланă, вĕсенчен 5-шне вĕçленĕ. Çак шута Патăрьел районĕнче 3-ĕн, Комсомольски районĕнче 1, Шăмăршă районĕнче 1 кĕреççĕ. Мĕншĕн-ха çамрăксем çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçласшăн мар? Ытларах призывниксем пурнăçра чи малтан хăйсен интересĕсене мала хураççĕ, çĕр-шывăн хăрушсăрлăхĕ çинчен шутламаççĕ. Çавăнпа та нумайăшĕ службăра иртекен çулталăка усăсăр вăхăт пек хаклать. Çапах та ку çар хĕсметĕнчен тарса çỹремеллине пĕлтермест.

2013-2014 çулсенчи тĕслĕхсенчен илсен Комсомольскинче пурăнакан 26 çулхи "пултаруллă" йĕкĕте уйрăмах асăнма пулать. Ăна темиçе хут повестка панă пулсассăн та вăл пĕрре те çар комиссариатне пыман. Çакна шута илсе Елчĕк районĕн сучĕ Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 328-мĕш статйипе 50 пин тенкĕлĕх штраф пама йышăннă. Тарса çỹренĕшĕн, çар комиссариатне килменшĕн 18-27 çулхи каччăсене явап тыттарма ирĕк пуррине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Октябрьтен кĕрхи призыв пуçланчĕ. Суд тенкелĕ çине ларас темесессĕн, çара кайма васкăр.



06 октября 2014
14:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter