Чăваш Республикинчи Суту-илӳпе промышленноç палатнине йĕркелесе янăранпа 20 çул

Юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче, Чăваш Республикинчи Суту-илӳпе промышленноç палатнине йĕркелесе янăранпа 20 çул çитнине халалласа конференци йĕркелесе ирттернĕ пулăма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ Суту-илӳпе промышленноç палатин ĕçне пысăка хурса, Чăваш Енри влаçпе бизнес хушшинчи çыхăнăва йĕркелесе пырас ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн тав тунă. «Эпир пĕр-пĕринпе пĕлсе эффективлă ĕçленипе çĕнĕ шухăш-туйăмсем çуралаççĕ, вăйлă проектсем пурнăçа кĕрсе пыраççĕ, производствăсем хута каяççĕ, пысăк шалуллă çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тупăнаççĕ», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Юбилей ячĕпе Чăваш Республики умĕнче тивĕçлипе ĕçлесе пынишĕн, республикăн социаллă экономика аталанăвĕнче витĕм кӳнишĕн, Чăваш Республикин Суту-илӳпе промышленноç палатин президентне Игорь Кустарина медаль орденпа чысланă.  «Шупашкарти универбаза» ООО суту-илӳ пайĕн пуçлăхне, Суту-илӳ промышленноç палати çумĕнчи эрехсен пасарĕн Ассоциацийĕн председателне Андрей Иккерта ĕçри çитĕнӳсемшĕн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехете парса хавхалантарнă.  Тĕплĕнрех  



06 октября 2014
09:14
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter