Чăваш Ен Пуçлăхĕ хула çыннисемпе курнăçнă май, пурне те çирĕп сывлăх, вăй-хал суннă

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти Хĕрлĕ площадре пулнă. Кунта шăпах, çăлтăрпа массăлла зарядка ирттерес  мероприяти ĕçĕн хатĕрленӳ тапхăрĕ хĕрӳ пынă.  Хула çыннисемпе курнăçнă май, пурне те çирĕп сывлăх, вăй-хал суннă. «Эпĕ чăнласах та хулара пурăнакан çынсем сывă пурнăç йĕркине тытса пырас ĕçе тулли кăмăлпа хутшăннишĕн мăнаçланатăп. Вĕсем спорта юратни куç кĕретех. Эпир юратнă, ирхине паллă çăлтăра зарядка тăвас  спорт мероприятийĕ йăлана кĕчĕ. «Раççей – спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕнче те паллă вырăн йышăнасса нимĕн иккеленмесĕрех палăртма пултаратăп», - тенĕ республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн ырă тĕслĕхе ыттисем те хăйсем патне илсе çитерме пултарассине те иккеленместпĕр. Ирхине е кăнтăрла е тата каçхине пур çĕрте те спорта кăмăл тăвакансем зарядкăсем туни  кăмăла çĕклет. Ку чи пахи тата чи кирли», - тенĕ Михаил Игнатьев. Палăртса хунă «Çăлтăрпа зарядка» мероприяти,  ирхине 9 сехетре юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкар хулинче залив хĕрринче иртĕ.  Тĕплĕнрех



07 октября 2014
09:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter