Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулипе Елчĕк районне çитсе килнĕ

Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Канаш хулипе Елчĕк районне çитсе килнĕ. Канашра республика Пуçлăхĕ васкавлă пулăшу 15 машинине торжествăлла пулăмра парса чысланă церемоние хутшăннă. Калăпăр, васкавлă пулăшу пама çитмелли 10 автомашина Канаш хулине, Канаш районĕпе Тăвай районĕсенче пурăнакансене тивĕçтерĕ, тата та 5 машини Çĕрпӳ хулипе районне çавăн пекех Красноармейский районне тивĕçтерме йышăнса хăварнă. «А» класслă автомашинăсем васкавлă пулăшу пама вăхăтра çитерме шантараççĕ. Вĕсене «Эффективная система здравоохранения» ООО контракт алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри, граждансен  социаллă туйăмне лайăхлатасси, çыннăн пурăнас ĕмĕрне тăсасси пулнине палăртса хăварнă. «Фельдшерсемпе водительсен тĕп тĕллевĕ - «Васкавлă пулăшу» машинисемпе вăхăтра çитсе çынсен пурнăçне çăлса хăварасси пулнине асăннă. «Эпĕ сире, медицина ĕçченĕсене чăннипех те шанатăп, хăвăра шанса панă ĕçсене туллин те кирлĕ пек  тӳрĕ кăмăлпа пурнăçласа пырасса», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.  Республикăра çынсен çураласлăхĕ куç кĕретех ӳссе пынине каланă. 2012 çулта çу уйăхĕн 7-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йышăннă указсемпе  килĕшӳллĕн ĕçсем туллин пурнăçланса пынине палăртнă. Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче Элпуç ялĕнче  тĕслĕхлĕ фельдшерпа-акушер пункчĕ хута кайнă. Учрежденире Кармал, Элпуç ялĕсенчен 345 çынна пăхса тăрĕç. ФАП çĕклесе лартма 2,8 млн.тенкĕллĕх тăкакланнă, республика бюджетĕнчен медицина хатĕрĕсене туянма 152,7 пин текĕ уйăрнă. Асăннă муниципалитетра 2015 çул вĕçленнĕ тĕле, 6 объект хута кайĕ, хальлĕхе асăннă объект  районта иккĕмĕш шутланать. Республикипе ăна 2013-2015-мĕш çулсенче пурĕ 100 хисепе çитерĕç.  Правительство хăй çине илнĕ яваплăха туллин пурнăçлани куç кĕретех. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Çирĕклĕ Шăхаль   ял тăрăхĕнче çĕр улми упрамалли ятарлă объект ĕçĕпе кăсăкланнă. Чăваш Енри Ял хуçалăх министерстви тĕллевлĕ программипе килĕшӳллĕн, проектăн строительство ĕçне «Агрофирма «Слава картофелю – Яльчики» ООО йĕркелесе пырать. Ĕçлĕ çул çӳреве вĕçленĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Комсомольски – Елчĕк – Кĕçĕн Таяпа» автомашина çулне реконструкци тунă хыççăн, вырăнти çул еплерех хута кайнине пăхса çаврăннă. Республика Пуçлăхĕ çул-йĕрсем сарас ĕç республикăра хĕрӳ пынине асăннă.  «Паян ял çĕнĕ çуллă пулчĕ. Унăн тăршшĕ 4 çухрăм та 100 м. Ăна сарма  55 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Ку паллах, сахал мар укçа-тенкĕ.  Пĕтĕмпех халăха валли пултăр тетпĕр», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев. Ялта пурăнакансен ячĕпе сумлă ĕç ветеранĕ Петр Крылов çакăн пек лайăх çул сарса панишĕн, чĕререн тухакан тав сăмахĕсем республика ертӳлĕхне каланă. Чăнласах та районшăн пысăк парне пулнине асăннă. Тĕплĕнрех

 



07 октября 2014
17:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter