«Раççей спорт - çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен спорт форумĕн мероприятисем пирки Чăваш Енри Наци телекуравĕнче тӳрĕ эфирсем хатĕрленсе тухĕç

Чăваш Республикинче «Раççей спорт - çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен мероприятисем пирки юпа уйăхĕн 9-11-мĕш кунĕсенче Чăваш Енри Наци телекуравĕн эфирĕсенче  кунĕпех ятарлă кăларăмсем хатĕрленсе тухĕç. Паллă кун, Спорт форумĕн тĕп уявĕ çинчен Тăван радиовĕ, Чăваш Наци телекуравĕ унăн радио хумĕсем çинче Форум дневникĕ ятлă кăларăм хатĕрленĕ. Спорт вырăнĕсенче тӳрĕ эфирсем йĕркелеме те палăртса хунă. Калăпăр, юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине 9 сехетрен пуçласа 13 сехет таран  Хĕрлĕ лапамра иртекен мероприятийĕсем пирки, Чăваш Наци телекуравĕ тӳрĕ эфир кăларĕ. Спорт уявне туллин çутатса парасси пирки шантарать. Ирхине паллă çăлтăрпа зарядка ку хутĕнче Раççейĕпе паллă спорт комментаторĕпе, телекуравра ятарлă спорт хыпарĕсене ертсе пыраканпа Дмитрий Губерниевпа пулĕ. Хыççăн куракансем, Спортсменсен Парадне пăхма пултараççĕ.  Шăпах, 12 сехетре утассипе Пĕтĕм тĕнчери  мероприятийĕн стартне илĕç. Спорт уявне Интернет сетĕнче, НТРК сайтĕнче те on-lin тытăмĕпе пăхма ирĕк пулĕ.



07 октября 2014
12:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter