"Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ

 Юпа уйăхĕн 6-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен республикăри йĕркелӳ комитечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ.  Ăна яланхиллех Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Валентина Андреева Спорт форумне массăлла информаци хатĕрĕсенче еплерех çутатса парассин ĕçĕпе паллаштарнă. Калăпăр, Чăваш Ен официаллă порталĕнче ятарласа çĕнĕ хыпарсен ярăмĕ уçăлнă. Телевиденипе радиосем кунĕ-çĕрĕпех форум ĕçĕ пирки тапхăррăн-тапхăррăн каласа кăтартĕç. Чăваш Ен информаци политикин министрĕ пĕлтернĕ тăрăх, Раççейри сайтсемпе танлаштарсан, республикăн сайта вулассипе ыттисене çĕнтерсе иккĕмĕш вырăна тухнине пĕлтернĕ. Маларах РФ Пенси фондчĕн сайчĕ çеç çĕнтерме пултарнă.  Чăваш Республикин официаллă сайтне вулас текенсен хисепĕ ӳссе кайни пуриншĕн те кăмăллă. Форум кунĕнче килнĕ хăнасене транспортсемпе тивĕçтермеллин ыйтăвĕсем пирки Чăваш Республикин çул-йĕрпе транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Филиппов тĕплĕн каласа кăтартнă. Уйрăмах аэропорт ĕçĕсем пирки те чарăнса тăнă. Паллă кун, пурĕ 200 автотранспорта ĕçе явăтарма палăртса хунă. Çак асăннă кун, ятарлă çынсене те çирĕплетни пирки пĕлтернĕ. Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков тата Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Марина Соловьева хăйсен сăмахĕсенче тавралăха тирпей-илем кĕртсе пырассипе ĕçсем вĕçленсе пынине каланă. Уява хатĕрленсе, тĕрлĕ илемлĕх хатĕрĕсене, çутăсене, буклетсене, баннерсене пĕтĕмпех туллин пурнăçланине каланă. «Пĕтĕм тĕнче шайĕнче иртекен Сполрт форумĕ – пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн уйрăмах паллă. Пире, Чăваш Енре пурăнакансене, шанса çакăн пек мероприятие ирттерме ирĕк пани, чăнласах та мăнаçлантарать. Çĕнĕ Шупашкар çыннисемшĕн те пысăк савăнăç, чыс та. Пĕтĕм Раççейрен пирĕн пата хăнасем килсе çитĕç», - тесе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин обществăлла апатлану вырăнĕсем форум ĕçне еплерех кӳлĕнни пирки чарăнса тăнă, хăна çурчĕсем хатĕрри çинчен каласа хăварнă.  Республика Пуçлăхĕ мероприятисем вăхăтĕнче апатлантару уйрăмĕсенче ытларах чăваш апат-çимĕçĕсем пулмалли пирки асăннă, калăпланса тухакан çимĕçсен пахалăх енчен те çӳллĕ шайра пулмаллине каланă. Тĕплĕнрех



07 октября 2014
08:43
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter