Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко килсе çитнĕ

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче, Чăваш Республикине Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко виçĕ кунлăх визитпа килсе çитнĕ.  Чăваш Енре  сумлă хăнана Шупашкарти аэропортра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕтсе илнĕ.  Аса илтеретпĕр, Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.В.Путин  кăларнă хушăвĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Енĕн тĕп хулинче Шупашкарта юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче  "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" Пĕтĕм Раççейри форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвĕ иртĕ. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Виталий Мутко Хĕрлĕ тӳремре Шупашкарта çурран утассипе спорта тухакансене старт парĕ, Раççей Президенчĕ çумĕнчи физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен Канашĕн ларăвне хутшăнать, ют çĕр-шывсенчен килнĕ хăнасемпе, форума хутшăнакансемпе тĕл пулĕ. Юпа уйăхĕн 10-мĕшĕнче Федерацийĕн спорт Министрĕпе пĕрле «ГТО» комплексне ĕçе кĕртсе ярассине, спорт резервĕ валли спортсменсене хатĕрлессин ыйтăвĕсене пăхса тухма палăртса хунă. Ют çĕр-шывсен пуян опычĕ пирки калаçу хускатĕç, тĕнче шайĕнчи футбол йĕркине  тата ытти ыйтусене те пăхса тухма палăртса хунă. Тĕплĕнрех



08 октября 2014
19:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter