Вăрнар районĕ: ĕҫпе вăрҫă ветеранне Калошев Михаил Михайловича чыс та мухтав

Хисеплĕ Калошев Михаил Михайловича ĕҫпе вăрҫă ветеранне, 90 ҫулхи юбилейпа Вăрнар район администраци пуҫлăхĕ Леонид Григорьевич Николаев,  халăха социаллă пулăшу паракан районти пай пуҫлăхĕ Ирина Григорьевна Смолина, Ярмушка ял тăрăхĕн пуҫлăхĕ Алексей Валентинович Петров саламларĕҫ, вăрăм кун-ҫул, ҫирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕҫ.

Калошев Михаил Михайлович Вăрнар районӗнчи Хурапыр ялӗнче 1924 – мӗш ҫулхи  юпа уйăхӗн 8-мĕшĕнче ҫуралнă. Уйкас-Юнтапа ялӗнчи шкулта вӗреннӗ. Ялта ҫуралса ȳснӗ арҫын ача ҫут ҫанталăка, йывăҫ-курăка, выльăх-чӗрлӗхе юратса ȳснӗ, ҫитӗнсен выльăх тухтăрӗ пулма ӗмӗтленнӗ. Анчах та иккӗмӗш тӗнче вăрҫи ҫамрăк каччăн ӗмӗчӗсене татать. Вăрҫă пуҫланнă ҫул Михаил Михайлович вунҫиччӗре пулнă. Вунсакăр ҫула пуссан, 1942-мӗш ҫулхи ҫу уйăхӗнче  ăна салтака-вăрҫа, ял-халăхӗпе лашапа салтак юрри юрласа ăсатнă. Вăрҫăран вăл 1947-мӗш ҫулхи авăн уйăхӗнче таврăнать. Ҫав ҫулах раштав уйăхӗнче кȳршӗ ял хӗрӗпе Филимонова Мария Филимоновнăпа мăшăрланса ҫемье ҫавăраҫҫӗ. Тăватă хӗрпе пӗр ывăл ҫитӗнтернӗ. Халӗ килте ывăлӗн ҫемьипе килӗштерсе пурăнаҫҫӗ. Ачисем, мăнукӗсем юнашар пулнишӗш хӗпӗртеҫҫӗ ватăсем. Вӗсем мăшăрӗпе 69 ҫул килӗштерсе, пӗрне-пӗри хисеплесе пурăнаҫҫӗ. "Тăхăрвунă ҫул тултарса, ҫак ҫула ҫӗр ҫинче пурăнса ҫитетӗп тесе шутламан та",-  калаҫать вăл. Вăрҫă ҫулӗсене аса илсен кăвак тȳпе пек таса куҫӗсем шывланчӗҫ. Прага хулине нимӗҫ фашисчӗсенчен ирӗке кăларнине, Берлина ҫитни, ҫӗнтерӗве кӗтсе илсе, киле тӗрӗс-тӗкел ҫаврăнса ҫитнишӗн тура тав тăвать."Эпӗ кӗпеллӗ ҫуралнă пулӗ, темиҫе хутчен вилӗмпе куҫа-куҫăн тăнă пулсан та пурăнатăп-ха",- тет ветеран. 69 ҫул хушши тирпейлӗн упранă салтак кителĕ паян та ҫĕнтерў кунне аса илтерет. Кăкăр тулли  орденсемпе медальсем упранаҫҫĕ, пур те хаклă вӗсем ветерана.  

Выльăх тухтăрне вӗренсе тухса алла диплом илсен, Михаил Михайлович ӗмӗр тăршшӗпе тăван ялта, колхозра ӗҫленӗ. Ырă кăмăлӗшӗн, халăхпа яланах сăпайлă, ăста специалист, шанăҫлă ҫын пулнăшăн хисеплеҫҫӗ ватăна. 



08 октября 2014
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter