Сочирен - çĕнтерỹпе

Районта пурăнакансем спортпа туслă пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетеççĕ. Акă, Нĕркеç ялĕнче пурăнакан, районти тĕп больницăра ĕçлекен Николай Волков  вăхăт тупăнсанах футболла, волейболла выляма, çуран чупма кăмăллать. Нумай-нумай ăмăрту çĕнтерỹçи вăл. Николай Васильевич хăй çеç мар, унăн çемйи те спортпа туслă.

Сентябрь уйăхĕнче маттур спортсмен Сочи хулин Лазаревское микрорайонĕнче пулса курнă. Чăваш Енри "Волга - Тав" команда йышĕнче футбол ăмăртăвне хутшăннă. Регионсенчи ветерансен командисем хушшинче йĕркеленĕ ăмăртура 8 команда вăй виçнĕ. Хĕрỹ тупăшура Чăваш Ен команди 3-мĕш вырăна тухнă.

- Çак ăмăртăва кашни çулах йĕркелеççĕ, эпĕ пĕлтĕр те унта пулнăччĕ. Кăçал виççĕмĕш вырăна тивĕçни чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Саратов, Саранск, Самар, Обнинск, Киров, Энгельс хулисен командисемпе вылярăмăр. Вылянипе пĕрлех сывлăха çирĕплетрĕмĕр, шыва кĕрсе килентĕмĕр, - пĕлтерчĕ спортсмен савăнăçне пытармасăр. (Каçал ен районĕ)



08 октября 2014
10:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter