Кăçалхи çул 9 уйăх хушшинче Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн хушăвĕпе Чăваш Енре пурăнакан халăха каялла пурĕ 6 млн. тенкĕ куçарса панă

Юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвне ирттернĕ. Ларура  Чăваш Республикинче таварсем туянассипе тата ытти пулăшусемпе тивĕçтерес ĕçсен йĕркине обязательнăй обществăлла  майпа сӳтсе явасси йĕрке пирки йышăну туса хăварнă.  Енчен те  пĕртен пĕр подрядчикпе контракт йышăнмаллин хакĕ 100 млн. пуçласа 1 миллиарда яхăн пулсан, палăртнă ĕç хучĕ, ăна асăннă йĕркепе килĕшӳллĕн обществăлла сӳтсе явма хистет. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин çакнашкал ĕçсене йĕркелесе ирттерни, республика бюджетĕнчен куçакан укçан калăпăшне эффективлă тăкаклассине шантарнине каланă. «Управляющая компания «Инновационный территориальный электротехнический кластер Чувашской Республики» коммерцилле мар пĕрлешĕве республика бюджетĕнчен куçарса памалли субсидисен йĕркине палăртакан йышăнăва ырланă. Стандартизацилесссипе  сертификатсен центрне йĕркелесе аталантарса яма пулăшу куçĕ. Учрежденире хаклă йышши наукăпа технологиллĕ хатĕрсемпе ушкăнпа усă курма ирĕк пулĕ, инновациллĕ проектсене аталантарса пыма пулăшĕ, паллах, пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталанма меллĕ. Субсидисем Центра тĕрлĕ йышши хатĕрсене туянма ытти ĕçсене йĕркелесе ирттерме ирĕк параççĕ. «Эпир хамă тăрăхра калăпласа кăларкан предприятисем валли лайăх условисем йĕркелесе паратпăр. Вĕсем хăйсен таварĕсене ют çĕр-шывсенче ытти сертификатсемсĕрех кирлĕ чухлĕ тăратма пултарĕç», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Çакнашкалах паянхи ларура 2013 çулта ял тăрăхĕсем хушшинче экономика тĕлĕшĕнчен аван аталанса пырса, хисепе тивĕçнисене республика бюджетĕнчен субсидисем парса хавхалантаракан пулăшу йĕрки çинчен те йышăнăва йышăннă.  Районсемпе калас пулсан, Етĕрне, Каçал ен, Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсем аван ĕçлесе пыни сисĕнет. Çапах та республика Пуçлăхĕ, палăртнă ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсемпе кăмăллах пулман, хăшĕсенче çĕрсемпе пĕлсе эффективлă усă курманнине асăрхаттарса хăварнă, вĕсене парса тивĕçтермеллин преми хакне тепĕр хут пăхса тухма сĕнсе хăварнă. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп инспекторĕ Олег Бирюков  Чăваш Енри патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартнă.  Кăçалхи çул 9 уйăх хушшинче пурĕ 1800 тĕрĕслев йĕркелесе ирттернине асăннă, йĕркене пăснă  2976 тĕслĕх тупса палăртнă. Чăваш Республикин патшалăх çурт-йĕр инспекцийĕн хушăвĕ тăрăх, пурĕ Чăваш Енре пурăнакансене çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусемпе усă курнишĕн каялла укçана 6 млн.тенкĕ куçарса пама май килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Мхаил Игнатьев, хăйĕн сăмахĕнче республика ытти регионсемпе танлаштарсан, ЖКХ тытăмĕнчи йĕркепе лайăххисен хисепĕнче пулнине асăннă, малашне те çирĕп йĕркене пăхăнса ĕçлесе пыма сĕннĕ. «Чувашавтотранс» Чăваш Республикинчи предприятине республика бюджетĕнчен сусăрланнă çынсене валли çӳретме ирĕк паракан ятарлă автобуссене туянма субсидисемпе тивĕçтермелли йĕрки çинчен йышăнăва та ырланă. Çакнашкал автобуссене виççĕ туянма палăртса хунă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.

 



08 октября 2014
17:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter