Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ

Ĕнер Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Елчĕк районĕнче ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Унпа пĕрле района сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министрĕ А.Самойлова, ял хуçалăх министрĕ С.Павлов, транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ В.Филиппов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем К.Мифтахутдинов, П.Краснов килнĕ. Республика Пуçлăхне район тата район администрацийĕн пуçлăхĕсем Р.Молодова тата Н.Миллин кĕтсе илчĕç.

Михаил Игнатьев чи малтанах Элпуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктне уçма хутшăнчĕ. Çакнашкал фельдшерпа акушер пунктне пĕлтĕр Тип Тимеш ялĕнче уçнăччĕ. Элпуçĕнчи пункта бюджет укçи-тенкипе туса лартнă. Вăл икĕ ялти чирлисене, суранланнисене васкавлăн пулăшать. Пункт пулăшайманнисене Елчĕке ăсатаççĕ. Ял çыннисен сывлăхне сыхлас ĕçре нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă Т.Федорова тăрăшать.

Фельдшерпа акушер пунктне уçма ял çыннисем йышлăн пуçтарăннă. Унта чи малтан сăмах илнĕ район пуçлăхĕ Р.Молодова республикăра халăх сывлăхне сыхлас ĕçе пысăк тимлĕх уйăрнине палăртса каларĕ. Республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев пĕлтернĕ тăрăх - çакнашкал çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕсене пĕлтĕр 20 уçнă, кăçал тата 40 уçмалла, килес çул палăртнă 100-мĕш пункта ĕçе кĕртмелле.

Ĕç ветеранĕ Н.Ильина пĕр çулталăка яхăн вăхăт хушшинче ялта ăшă та хăтлă, капмар сывлăх çурчĕ ỹссе ларасса ялта пурăнакансем пирваях ĕненменнине, ăна туса пĕтерсен питĕ савăннине пĕлтерчĕ, республика, район пуçлăхĕсене ял çыннисен ячĕпе тав турĕ.

Хĕрлĕ хăйăва каснă май республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев çакнашкал тĕслĕхсем нумай пулнине, ял çыннисен пурнăç шайĕ ỹссе пынине асăнчĕ. Хăнасем çакăн хыççăн фельдшерпа акушер пункчĕпе паллашрĕç. Унтан Михаил Васильевич ял çыннисемпе куçа-куçăн тĕл пулса калаçрĕ, вĕсене мĕн кăсăклантарнипе интересленчĕ. Ял халăхне вырăнта ĕç çукки пăшăрхантарать. Çавна май М.Игнатьев вĕсене фермер, предприниматель ĕçне пуçăнма, пулăшу ĕçĕсене сарма сĕнчĕ.

Малалла республика Пуçлăхĕ Кỹлпуç ялне çитрĕ, унта "АСК-Яльчики" ОООн çĕр улми упрамалли хранилищине тăвас ĕç мĕнле пынипе паллашрĕ. Унчченхи "Мир" хуçалăхăн машинăпа трактор паркĕн территорийĕнче вырнаçнă çĕр улми управĕ хăйĕн калăпăшĕпе пĕр-пĕр пысăк завод корпусне аса илтерет. 2700 тăваткал метр лаптăк йышăнаканскере 4,5 пин тонна çĕр улми упрама туса лартнă. Строительствăпа монтаж ĕçĕсемпе "Слава картофелю - Яльчики" агрофирма генеральнăй директорĕ Х.Идиатуллин паллаштарчĕ. Ăна кăçал çуркунне тума пуçланă. Строительство ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ.

"АСК-Яльчики" ОООра хальхи вăхăтра çулсерен 200 гектар çинче çĕр улми çитĕнтереççĕ. Пĕтĕм ĕçе механизациленĕ, 102 гектарне шăварса тăраççĕ. Унăн вăтам тухăçĕ кашни гектартан 267 центнерпа танлашнă.

"Мир" хуçалăх салансан Кỹлпуçпе Хăвăлçырма ялĕсенче пурăнакансен аллисем усăннăччĕ. Пай çĕрĕсемпе "АСК-Яльчики" ООО усă курса тухăçлă çĕр улми, тĕш тырă культурисем çитĕнтерме тытăнсан вĕсен çĕнĕ шанчăк çуралнă: малашне те çĕр çинче ĕçлеме май пулĕ. "АСК-Яльчики" ОООн ĕç тăвакан директорĕ Ю.Галкин каланă тăрăх - хĕл кунĕсенче çĕр улмине суйласа потребительсем патне ăсатма 30 яхăн çынна явăçтармалла. Çулла хуçалăхра алă вăйĕ тата 2-3 хут нумайрах кирлĕ пулать.

Республика Пуçлăхĕн ĕçлĕ çул çỹревĕ Кĕçĕн Таяпа ялĕнче малалла тăсăлчĕ. Кунта "Комсомольски - Елчĕк - Кĕçĕн Таяпа" автомобиль çулне туса пĕтерсе хута янă. Унăн тăршшĕ 4110 метрпа танлашать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче тунăскер, пĕтĕмпех юрăхсăра тухнăччĕ ĕнтĕ. Çавна пула вăл нумай çынна тарăхтарнă. Район ертỹçисем çула юсама республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрас ыйтăва темиçе хутчен хускатнă. Пĕлтĕр пăр вырăнтан тапраннă. Уйăрса панă укçа-тенкĕпе пĕр çухрăм çула тĕпрен реконструкци тума май килнĕ. Кăçал вара ăна юсаса пĕтернĕ. Подряд ĕçĕсене "Воддорстрой" ООО пурнăçланă. Çатма пек яка çул Кĕçĕн Таяпасене çеç мар, кỹршĕ ялсенче пурăнакансене те савăнтарнă. Çула уçассине пĕлтерсен ял хĕррине ватти-вĕтти хăпса тухнă.

Савăнăçлă митинга Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Николай Петрович паянхи пулăма питĕ пысăк событипе танлаштарчĕ. Çула тĕпрен юсама пулăшнă республика ертỹçисене тав турĕ, ял çыннисене юхăнса ларакан ферма витисене ку тăрăхра юлашки вăхăтра вăй илсе пыракан А.Севриков фермера пама, çĕрпе тухăçлă усă курма сĕнчĕ.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри улшăнусем пирки чарăнса тăчĕ, Елчĕк районĕ аталану çулĕпе шанчăклăн малалла утнине палăртрĕ, малашне те ăнăçусем сунчĕ.

Ял çыннисен ячĕпе тав сăмахне ĕç ветеранĕ П.Крылов каларĕ. Çĕнетнĕ çула вăл аталанса пыракан рынок çулĕпе танлаштарчĕ. Çĕнетнĕ çулăн хĕрлĕ хăйăвне касма М.Игнатьева чĕнсен республика Пуçлăхĕ урăхла сĕнчĕ: "Пурнăç пуçламăшĕ ача амăшĕсенче, вĕсен ачисенче. Хĕрлĕ хăйăва вĕсем касни тĕрĕсрех пулĕ".

Митинг вĕçленсен те йышлă халăх саланма васкамарĕ, Михаил Васильевича сырса илсе тем тĕрлĕ ыйту, сĕнỹ пачĕ. Калаçу самай вăхăт тăсăлчĕ. Юлашкинчен хаклă хăнана, вĕсемпе пĕрле килнĕ ертỹçĕсене ĕлĕкрен пыракан йăлапа - хисеплĕ хăнана ăсатнине пĕлтерекен йĕркепе - çул кукăрĕнчен иртиччен "Çулăр такăр пултăр" тесе ăсатрĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



Елчĕк ен хаçачĕ
08 октября 2014
13:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter