Раççей Президенчĕ Владимир Путин Çĕнĕ Шупашкарта 3№-лĕ СДЮСШОР пулнă

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче РФ Президенчĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикине килсе çитнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче çăмăл атлетикăпа олимп резервĕ  валли хатĕрлекен учреждение çитнĕ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсемпе тата Нанкинра иртнĕ Çуллахи çамрăксен иккĕмĕш вăййисене хутшăннисемпе тĕл пулнă. РФ Президенчĕпе В.В.Путинпа пĕрле Атăлçи федераллă округпа РФ Президенчĕн Полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Раççей спорт Министрĕ Виталий Мутко тата Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.  Çамрăксен вăййисенче çĕнтерӳçĕ ята илнисене Владимир Путин саламланă, малашне тата та чылай медальсем тивĕçессине нимĕн иккеленмесĕрех каланă. Раççей пĕрлештернĕ командин членĕсем, РФ Президентне спорта пысăк витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕ каланă, малашне те çĕр-шыв ятне çӳллĕ шайра тытса пыма шантарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  РФ Президентне Владимир Путина 3№-лĕ СДЮСШОР çăмăл атлетика манежне реконструкци  ĕçĕсем йĕркелесе ирттерни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Спортсменсене валли пĕтĕмпех мĕн кирли çителĕклĕ таран пулнине асăннă. Манежра спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе вылямалли уйрăмсем пур, çакăн пекех 50 м. тăршшĕ бассейн та савăнтарать. Раççей Президенчĕ республикăри çамрăк спортсменсемпе калаçнă, асăнмаллăх вĕсемпе сăн ӳкерĕннĕ.

 



09 октября 2014
15:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter