Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Краснодар крайĕн Губернаторĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă

Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Краснодар крайĕн Губернаторĕпе Александр Ткачевпа тĕл пулнă. Калаçу вăхĕтĕнче  субъектсем пĕр-пĕрин хушшинче  социаллă экономикăпа культура тĕлĕшĕнчен çыхăнăва анлăрах сарасси пирки сӳтсе явнă. Тĕл пулу вăхăтĕнче регионсем хушшинче çирĕп килĕшӳллĕ çыăну пулнине асăннă. 2014 çулта Сочире Олимпиадăна валли объектсене çĕклесе лартма  Чăваш Енрен электротехника енĕпе хатĕрсемпе тивĕçтернине палăртса хăварнă. Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисем тăтăшах Сочи программисене хутшăннине каланă, вăл шутрах Пĕтĕм тĕнчери инвестици форумĕнче те пулнине асăннă. Краснодар крайĕнчи тĕрлĕ шайри влаç оранĕсенче тимлекенсем тăтăшах Чăваш Республикине килсе çӳреççĕ, сывлăх сыхлавĕпе, социаллă тытăмĕсен пуян та паха опытне хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртессипе вăй хурса ĕçленине каланă сумлă хăна. Ку хутĕнче те Пуçлăхсем мĕн пур çыхăнусене малашне те çирĕп тытса пырасси пирки калаçса татăлнă, пĕрлехи çĕнĕ проектсене те пурнăçа кĕртесси  çинчен канашланă.



09 октября 2014
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter