Раççейре пуçласа Пĕтĕм тĕнчери çуран утмалли кун Шупашкарта старт илчĕ

 Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре «Раççей спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери спорт форумĕ  иртнĕ май, «Çăлтăрпа  ирхи зарядка» физкультурăпа спорт шоувĕ тата çуран утассипе йышăннă Пĕтĕм тĕнчери кун старт илчĕ. Асăннă мероприятие Раççей Федерацийĕн Правительствин ПредседателĕнÇумĕ Аркадий Дворкович,  Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко, РФ Патшалăх Думин Председателĕн Пĕрремĕш  çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, спорт пурин валли те Пĕтĕм тĕнчери Ассоциаци (TAFISA) Президенчĕ, Профессор, доктор   Джу-Хо-Чангу та тата та ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă.  Юлашки виçĕ çул хушшинче Чăваш Енре çăлтăрпа ирхи зарядка йĕркелесе ирттересси йăлана кĕрсе бренд пулса тăчĕ. Спорт шоуне Шупашкарта пурăнакансемпе килнĕ хăнасем 30 пине яхăн çын пуçтарăннă. Палăртнă мероприятие ТЭФИ премийĕн лауреатчĕ, Раççейри паллă спорт комментаторĕ Дмитрий Губерниев ертсе пынă.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, спорта кăмăл туса пуçтарăннă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракан çынсене саламланă. «Эсир спорта юрататăр. Спорта кăмăл тунишĕн, унпа туслă пулнишĕн тав сăмахĕ калатăп. Хăвăрăн хĕрӳллĕхĕрпе пĕрне-пĕри çутатса яратăр. Сирĕн çунса тăракан чĕресем ырă ĕçсем тума туйăмсем çураттараççĕ. Эпĕ, нимĕн иккеленмесĕрех калама пултаратăп, сирĕн хушăртан тĕрлĕ шайри чемпионсем, çав шутрах Олимп чемпионĕсем те пулма пултарассине. Сывă пултăр Раççей, Чăваш Ен  спорчĕ!», - тесе çирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.    Шупашкарта Хĕрлĕ тӳремре Пĕтĕм тĕнчери çурран утмалли официаллă старта панă. Çакăн пек массăллă акци тĕнчери 150 çĕр-шывра иртет, ăна TAFISA 1991 çултан пуçласа йĕркелесе ирттерессине витĕм кӳрсе пырать. Утакансен кунĕ – Пĕтĕм тĕнчери «ТАФИСА» спорт ассоциацийĕ йĕркелекен тĕп мероприятисенчен пĕри. Юлашки çулсенче мероприятие хутшăнас текенсен хисепĕ 12 млн. çынран иртсе кайнă. Раççейĕпе илес пулсан, çакăн йышши мероприяти пуçласа иртнĕ. Шупашкарта Атăл кӳлемĕпе çурран утса çаврăнма 15 пин çын кăмăл тунă. Çакăн пек спорт мероприятине халăх хушшинче сывă пурнăç йĕркине ытларах сарас, кулленхи пурнăçра спорта ытларах халалассипе çыхăнтарас тĕлĕшпе йышăнса хăварнă. Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн çумĕ Аркадий Дворкович, - чăнласах та спортпа туслă çынсем çине пăхма кăмăллă, вĕсем хулари тĕп тӳреме тухса, хăйсен ырă тĕслĕхне пĕтĕм тĕнчери çынсене кăтартма пултарчĕç, - тенĕ. Раççей Федерацийĕн спорт Министрĕ Виталий Мутко пухăннисене саламланă май, Раççей пуçласа çакăн пек пысăк спорт юхмне кĕнине асăннă. Çуран утмалли пĕрлĕхлĕ куна çĕр-шывра йышăнса хăварнă ятпа  спорта кăмăл туса пуçтарăннă халăха саламланă. «Спорта аталантарассипе Чăваш Енре нумай ĕçсем йĕркелесе ирттернĕ. ВУЗсемпе ача-пăчасен шкулĕсенче сахал мар ĕçсем пурнăçланă. Спортпа туслă регион. Раççей сирĕнпе пĕрле пĕр тан аталанса пырĕ», - тенĕ Виталий Мутко. РФ Патшалăх Думин Председателĕн çумĕ, Раççей Олимп комитечĕн президенчĕ Александр Жуков хăйĕн сăмахĕнче Сочире Олимп вăййисем иртнĕ хыççăн, спорта çӳрекенсен хисепĕ самаях ӳссе кайнине палăртнă. «Пĕлсе тăрăр, спортри çитĕнӳсем – кунсерен физкультурăпа спорта çӳренинчен пуçланаççĕ», - тенĕ. Спорт уявне Шупашкарта йĕркелесе ирттересси ăнсăртран пулман. Чăваш Ен, çĕр-шывра,  спорта аталантарассипе чи лайăх регион шутланать. Сахал мар ĕçсем спорт енĕпе йĕркелесе ирттерни те куç кĕретех.  Республикăра куллен спорта тухакансен хисепĕ 35,9 процент чухлĕ палăрать. 2013 çулта Раççей Правительствин наци премине «Раççей регионĕ» номинацире физкультурăпа спорта аталантарассинче çĕнсе илме пултарчĕ. Чăваш Енре çăмăл атлетикăпа спорт юхăмĕ аван аталанса пыни никамшăн та вăртăнлăх мар. Чăваш Республикинче тăтăшах пысăк престижлă спорт мероприятийĕсем  тĕнче шайĕнче йĕркелесе ирттерни савăнтарать. 2015 çулта республикăн тĕп хулинче çăмăл атлетикăпа Европа чемпионатчĕ, 2016-2018 çулсенче хăвăрт утассипе чемпионат ирттерме палăртса хунă.   Тĕплĕнрех



09 октября 2014
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter